Гороскоп

Ку эрнере илекен хыпар харкам пурнăçа улшăнусем илсе килет

Ку эрнере эпир пурте стильпе ӗç шайне улӑштарма пулӑшакан пысăк малашлӑхлӑ идейăсем пуçа килессе ӗненетпӗр. Пирӗн халь хамăр тӗллӗн йышăну тумалла, çынна шансан ӳкӗнме тивӗ.

Казань. Фото Оксаны Бердниковой. ТАКА Пӗрре вӗçленнӗ юрату хутшăнăвӗсем тепре йăл илеççӗ. Пӗр пек интерессем, кăмăллă калаçусем пач уйрăлса кайма памаççӗ. Шăпа пӳрнисем мăшăрланса çемье çавăрӗç. Кил хуçалăх ыйтăвӗсене ытла тимленипе хăвăр çинчен манса каясран асăрхаттараççӗ çăлтăрсем. ВĂКĂР Çак кунсенче сутма-туянма та, ытти коммерци ӗçне тума та питӗ ăнăçлă вăхăт сирӗншӗн. Çăлтăрсем сире хăюллăрах, пуçаруллăрах пулма канаш параççӗ. Ума лартнă тӗллевӗр патне унччен тӗлӗкре те çывхарайман-тăк, халь çăмăллăнах çитетӗр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ  Хире-хирӗçле кунсем пулсан та хăвăра пур çӗрте те, пуринпе те питӗ аван туятăр. Ӗçлӗ контрактăрсем лайăхпа вӗçленеççӗ. Çав тери илӗртӳллӗ пулни хăвăрпа пӗр шухăшлисен шутне ӳстерет. Халь сирӗн пуррипе çырлахса тӗллевӗр патне васкамалла. РАК  Ӗçре хастарлăх кăтартнипе пысăк çитӗнӳсем тăватăр ку эрнере. Творчество профессийӗллисене уйрăмах ăнăçать халь. Харкам пурнăç вырăнта тăмасть – мӗн кăна пулса иртмест-ши унта?! Хăвăр ыррине ытларах шансан йăлт йӗркеллӗ вӗçленет.

АРĂСЛАН Эрне йывăррăн пуçланать. Финанс лару-тăрăвӗ савăнтармасть. Апла пулин те çăлтăрсем сире алă усма хушмаççӗ. Çак кунсенче медицина учрежденине çитмелле сирӗн, нимӗн ыратмасан та. Унти тӗлпулу пӗтӗм пурнăçăра ырă енне улăштарӗ. ХӖР Çак эрнере вăрттăн тупăш е еткер, е страховка илме май пур. Халь автомашина, куçман пурлăх туянма меллӗ вăхăт. Чирлисем ку эрнере сывалма пултараççӗ. Юлташăрсем пулăшнипе карьера пусмипе çӳлелле хăпаракансем те пулаççӗ.

ТАРАСА Сăмахăрсене ытлашши тӳррӗн каланипе çак эрнере пӗр шухăшлă юлташăрсене хăвăртан пистеретӗр. Юратнă çыннăра тиркесен хушшăртан хура кушак чупса иртет. Хӗрарăмсем ку эрнере питӗ кӗвӗç. СКОРПИОН Ăнăçлă эрне. Уйрăмах хӗрарăмсемшӗн. Шăп çак кунсенче çулталăка план тума тытăнни питӗ тӗрӗс шухăш. Анчах хăвăра улталама ан парăр. Арçынсен пуçарулăхӗ чакать, юлхаврах вӗсем ку эрнере. 

УХĂÇĂ Ӳлӗм професси карьери çине витӗм кӳме пултаракан пӗр мероприятирен те тăрса юлмалла мар. Кану каçне е хăтлава каяссинчен ан пăрăнăр, унта кирлӗ çынсемпе паллашатăр. Мероприяти хыççăн ӗçлӗ сӗнӳсем килӗç. ТУ КАЧАКИ Ыттисене ӳкӗте кӗртме хăтланни – вăхăта сая яни. Калаçусем ыйтăва татса параймаççӗ, сăмахăрсене вара ӗçпе çирӗплетмелле. Таврари çынсемпе хутшăнусене лайăхлатсан вӗсем сире пулăшӗç.

ШЫВТĂКАН Е ырă хыпар илетӗр çак кунсенче, е самай тупăш кӳрекен ӗçлӗ сӗнӳ пулать. Хӗрарăмсене мăшăрӗсем е юлташӗсем парнепе савăнтарӗç. Ку эрнере сирӗншӗн питӗ ăнăçлă иртет. Юратури кăткăс самантсенче пуçарăва хăвăр çине илсен йăлт йӗркеллӗ пулать. ПУЛĂСЕМ Халиччен те вӗçлеймен ӗçлӗ проекта пурнăçлама тытăнма меллӗ вăхăт. Эсир опытлă, ӗç калăпăшне анлăрах илсен те юрать. Хăрама кирлӗ мар, эсир пултаратăр, çывăх çыннăрсем пулăшӗç. 

 


гороскоп

Нет комментариев