3 литрлă банкăна стерилизацилемелле, хупкăçне вӗретсе илмелле. Панулмие лайăх çумалла та малтан çурмалла, унтан тата икӗ пая касмалла, вăррисене кăлармалла. Панулмие банкăна тултармалла.
Сироп хатӗрлемелле: шыв çине сахăр песокӗ хушмалла та вӗреме кӗнӗ хыççăн 5 минут вӗретмелле. Сиропа панулми çине ярса 15 минут лартмалла. Унтан сиропа кастрюле ярса илсе тепӗр хут вӗретмелле, каллех вӗрилле панулмиллӗ банкăна ямалла. 10 минутран ярса илсе тепре вӗретмелле те банкăна хупламалла. Пуçхӗрлӗ çавăрса лартса сивӗтмелле. Кайран сулхăн çӗрте упрамалла.
Кирлӗ: 600 г йӳçӗрех панулми, 300 г сахăр песокӗ, 2,7 л шыв.
Нет комментариев