Тутарстанри «Работа в России» кадрсен центрӗ çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх ӗçе вырнаçтармалли çуллахи кампание пӗтӗмлетнӗ. Июнӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа августăн 31-мӗшӗччен карьера консультанчӗсем 11,7 пин ытла шкул ачине (14 çултан пуçласа) ӗç тупма пулăшнă. Программăна тӗрлӗ отрасльти 388 ӗç паракан хутшăннă — вӗрентӳпе ÇКХ-ран пуçласа нефть промышленноçӗпе обществăлла апатлану таранах.
Администраторсен пулăшуçисен, курьерсен, промоутерсен, ача сачӗсенчи кӗçӗн воспитательсен, промышленность площадкисенчи тӗрлӗ ӗçченсен вакансийӗсене сӗннӗ çул çитменнисем валли ӗç паракансем. Çамрăксем хула территорийӗсене тирпей-илем кӗртме пулăшнă, архивсенче, фермăсенче, ÇКХ тата ешерӳ (озеленени) сферинче ӗçленӗ.
Çулла обществăлла апатлану тата чӗр тавар кăларакан промышленноçӗн сферинче чи пысăк ӗç укçи илме пултарнă çамрăксем. Сăмахран, хăвăрт апатлану ресторанӗсенче тӳлев 61 пин тенке çитнӗ, нефть отраслӗн компанийӗсенче 45 пин тенкӗ яхăн тӳленӗ, республикăри агрофирмăсенче вара çамрăксем 35-50 пин ӗçлесе илме пултарнă.
Кашни çамрăкпа палăртнă срока ӗç договорӗ тунă. Карьера консультанчӗсем шкул ачисене пур тапхăрта та — ваканси суласа илессинчен пуçласа, документсем хатӗрлесси тата çамрăксен прависемпе тивӗçӗсене ăнлантарасси таран пулăшнă. Сӗнекен вакансисем пурте ӗç вăхăтӗн вăрăмăшӗпе тата çамрăксен ӗç условийӗсемпе çыхăннă нормăсене тивӗçтернӗ.
«Пӗрремӗш ӗç çамрăкшăн ырă та хăрушлăхсăр пулни пирӗншӗн пӗлтерӗшлӗ. Эпир ӗç паракансене тӗплӗн суйлатпăр, ӗç условийӗсене тӗрӗслетпӗр, документсем хатӗрлеме пулăшатпăр, ачасене хăйсене те, вӗсен ашшӗ-амăшне те сӗнӳсем паратпăр. Çакăн пек пулăшу шкул ачисене професси пурнăçӗнче пӗрремӗш утăма шанчăклăн тума май парать», — палăртнă Тутарстанри «Работа в России» кадрсен центрӗн ертӳçи Тимур Муллин.
Ӗçе вырнаçнисӗр пуçне Кадрсен центрӗ çамрăксем валли профориентаци мероприятийӗсем ирттерет, çав шутра предприятисене экскурсисем, профтестированисем, тӗрлӗ професси представителӗсемпе тӗлпулусем. Профориентаци, вӗрентӳ тата ӗçе вырнаçмалли майсем пирки portal.tatartrud.ru порталта е контакт-центр телефонӗпе: 8 (843) 222-05-57 (доб. 2601–2604) пӗлме пулать.
Нет комментариев