Çӗнӗ хыпарсем

Тумсем нумай, чăвашсен кăна çук

Сентябрӗн пуçламăшӗнчи канмалли кунсем Хусанта питӗ туллин иртрӗç. 373 дизайнер, пултарулăх коллективӗ наци тумӗсене кăтартрӗ

 

фестиваль традиц костюмПирӗн корреспондентсем çӗршывӗпе те пӗрремӗш хут иртекен наци тумӗн фестивальне çитсе курчӗç. «Сувар» ку мероприяти пуласси пирки хăйӗн сайтӗнче пӗрре мар çырнăччӗ. Паллах,  эпир, «Сувар» хаçат корреспонденчӗсем конкурса чăваш наци тумӗсемпе ӗçлекенсем хутшăнасси пирки1 фестиваль костюмов народов иккӗленмерӗмӗр, мероприятие ăста, пултаруллă ентешсемпе тӗл пулăпăр тесе васкарăмăр.

Программăпа килӗшӳллӗн конкурс виçӗ площадкăра иртрӗ: А.С.Пушкин ячӗллӗ Культура центрӗнче, Хусан Кремӗлӗн картишӗнчне тата ЦУМра – Уникаллă ăсталăх центрӗнче. Раççейӗн 31 регионӗнчен 430 уйрăм çын тата коллектив хутшăнчӗç фестивале. Хусана çити кӳрсе килнӗ наци тумӗсене, наци тумӗ майлă капăрлатнă хальхи вăхăтри çи-пуç пăхма кăсăк, пуканисем ачалăха аса илтереççӗ, тум-юм аксессуарӗсене алла тытса тăхăнса пăхас килет.

Сентябрӗн 4-5-мӗшӗсенче А.С. Пушкин ячӗллӗ Культура центрӗнче наци тумӗсен куравӗ иртрӗ. Фестивале уçнă çӗре ТР культура министрӗ Ирада Аюпова пулчӗ. Фестивалӗн тепӗр площадки ЦУМра сентябрӗн 5-мӗшӗнче ӗçлеме пуçларӗ. Раççей регионӗсенчен 60 ăстаçă наци тумне тăхăнтартнă пуканесем, аксессуарсем хатӗрлесе килнӗ. Хусантан çав тери инçетре пурăнакан Белгород, Магадан облаçӗсем те, Тутарстанпа кӳршӗллӗ пурăнакан Удмурт, Мари, Чăваш республикисенчен, Ульяновск облаçӗнчен килнӗ ăстасем хăйсен пуканисене, капăрлăхӗсене, ытти аксессуарсене курава тăратнă.

Паллах, республикăмăртан хутшăнакансем йышлă пулчӗç. Чистай районӗнчи Чăваш Ялтанӗнчи Культура çурчӗн методисчӗ Лидия Евгеньевна Архипова «Ичиг çути» коллекци тăратнă. Чăваш Ен ăсти, Шупашкартан фестивале хутшăннă Ирина Сабировна Вирясова пуканисем вырăс наци тумӗпе пулчӗç, Чăваш енчи вырăссем мӗнле тумланнине кăтартрӗ вăл. Ирина Сабировна Шупашкарта «Красный дом» этномастерскойăн ертӳçи. Çапла вара, «Традиционный костюм народов России» тумсен пӗрремӗш фестивалӗнче чăваш наци тумне кăтартакансем пулмарӗç – А.С.Пушкин ячӗллӗ Культура центрӗнче те, ЦУМра та.

Фестиваль сентябрӗн 6-мӗшӗнче Кремльти Тупă картишӗнче чаплă уявпа вӗçленчӗ. Кунта капăрлăхсене, наци тумӗн аксессуарӗсене сутакансем ярмăрккара таварӗсене сӗнчӗç. Фестивале килнисем  кăмăла кайнă çӗрӗ-алкана туянчӗç, «Улейма» (Хусан) фольклор ансамблӗн концертне пăхрӗç.  Наци костюмӗсене тумланнă модельсем Гала-дефиле иртнӗ хыççăн йӗркелӳçӗсем çӗнтерӳçӗсен ячӗсене пӗлтерчӗç, Гран-при çӗнсе илекене конкурентсем те, куракансем те тахçанччен алă çупса саламларӗç.                                                                                Авторăн тата К.Романован сăнӳкерчӗкӗсем.


#Фестиваль

Нет комментариев