Унта ялти тӗп шкулта вӗренекенсем хутшăнчӗç

Раççей халăхӗсен чӗлхисен кунӗ халь – официаллă праçник. Ăна сентябрӗн 8-мӗшӗнче, çӗршывăмăрăн паллă поэчӗ Расул Гамзатов çуралнă кун, паллă тăвасси йăлана кӗчӗ. Хăвăн тăван чӗлхӳне юратмасăр Тăван çӗршыва пӗтӗм чӗререн юратма çук. Кашни çынах мӗн пӗчӗкрен хăйӗн тăван чӗлхипе калаçать тата шухăшлать.
Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă шкулӗнче çак пӗлтерӗшлӗ уява халалласа «Раççейри чӗлхесен мозаики» литературăпа пӗлӳ сехечӗ ирттертӗмӗр. Унта ялти шкулта вӗренекенсем хутшăнчӗç. Вӗсем ку мероприятире Раççей халăхӗсен чӗлхисен кунне еплерех уявлама йышăннин историйӗ, çӗршывăмăрта мӗнле халăхсем пурăнни, хăш-пӗр чӗлхесен пӗрпеклӗхӗпе уйрăмлăхӗ пирки пӗлчӗç.
Вӗренекенсем «Салам тени – тӗрлӗ чӗлхепе», «Ваттисен сăмахӗ тăрăх хăш халăх пулнине пӗл» конкурссене, «Чӗлхе телеграфӗ» вăййа хастар хутшăнчӗç. Мероприяти питӗ интереслӗ тата пултăклă иртрӗ. Ачасем чӗлхе вăл пӗр-пӗринпе хутшăнмалли хатӗр кăна мар, тăван халăхăн чӗрӗ астăвăмне ăруран ăрăва пама пулăшакан, хăйӗнче нацин характерне, историне упракан хатӗр те пулнине ăнланса илчӗç.
Татьяна ДМИТРИЕВА.
Пӗкӗлме районӗ,
Наратлă.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев