Михаил Паймуллович ФЕДОРОВ – 95 çулта!
Поздравления

Михаил Паймуллович ФЕДОРОВ – 95 çулта!

Хаклă çыннăмăра, тӗнчери чи лайăх аттене, хуняçана, кукаçие тата асаттене, мăн кукаçие тата мăн асаттене, Алексеевски районӗнчи Шеме ялӗнче пурăнакан Михаил Паймуллович ФЕДОРОВА сумлă юбилейпе – 95 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр! Эс утса тухнă пурнăç çулӗпе эпир мăнаçланатпăр. Эсӗ хăвăн вăй-хăватупа, ăс-тăнупа, юратма пӗлнипе, ыркăмăллăхупа, ӗçченлӗхӳпе, çынна пулăшма тăрăшнипе  пуриншӗн те ырă тӗслӗх. Эсӗ пирӗншӗн яланах тӗрев пулнă, малалла пурăнма хавхалантарсах тăратăн. Эпир санăн çитӗнӗвӳсемпе питӗ мăнаçланатпăр! Эсӗ пире пурнăçа вӗрентрӗн, сана пӗрле пулнă кашни самантшăн чӗререн тав тăватпăр. 

Хаклă атте! Сана хурçă пек çирӗп сывлăх, савăнăç, телей сунатпăр! Пурăнса 100 çултан та иртмелле пултăр. Кашни çӗнӗ кун сана çывăх çыннусен ăшшине, юратăвне парнелетӗр. Куçусем телейпе çиçчӗр, чӗрӳ савăнăçпа тата тăнăçлăхпа тулли пултăр. Юбилейпе, хаклă атте! Эпир сана питӗ юрататпăр, хаклатпăр!

Ăшă салампа ачисем, кинӗсемпе кӗрӳшӗсем, мăнукӗсемпе кӗçӗн мăнукӗсем.

Нет комментариев