Николай Гурьевич КИРИЛЛОВ  75 çул тултарчӗ
Поздравления

Николай Гурьевич КИРИЛЛОВ 75 çул тултарчӗ

Пăва районӗнчи Альших ялӗнче пурăнакан Николай Гурьевич КИРИЛЛОВ ноябрӗн 4-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗ. Çак сумлă юбилей ячӗпе хаклă та юратнă мăшăра, аттене, кукаçие чун-чӗререн саламлатпăр! Шел те, пирӗн аттен хăй пурнăçӗнче пысăк хуйхă тӗсме тиврӗ – ывăлӗ Андрей, ятарлă çар операцине тулли мар мобилизаципе кайнăскер, 2024 çулта Тăван çӗршыва хӳтӗлесе пуç хучӗ. Ку пирӗншӗн пуриншӗн те калама çук пысăк хуйхă пулчӗ, чӗрере тӳрленми суран хăварчӗ. Аттене юбилейпе саламласа тата та нумай-нумай çул пурăнма хурçă пек çирӗп сывлăх, канăçлă ватлăх, 100 çултан иртиччен пурăнмалăх вăй-хăват, çутă та телейлӗ кунсем сунатпăр. Ӗмӗтӳсем пурнăçлансах пыччăр. Эпир сана питӗ юрататпăр, хаклатпăр, пуриншӗн те тав тăватпăр.

Пурăнма сунатпăр çӗр çулччен,

Пултăр сывлăх мӗн ватăличчен.

Эс пурри пире савăнтарать,

Пур тăван та сана саламлать. 

Нет комментариев