Пётр Павловичпа  Людмила Фоминична ПАРФЕНОВСЕНЕ ачисем саламлаççӗ
Поздравления

Пётр Павловичпа Людмила Фоминична ПАРФЕНОВСЕНЕ ачисем саламлаççӗ

Чистай районӗнчи Юлдуз посёлокӗнче пурӑнакан хисеплӗ те хаклă çыннăмăр, Пётр Павлович ПАРФЕНОВ, сентябрӗн 28-мӗшӗнче 80 çул тултарать. Чун-чӗререн çак сумлӑ юбилей ячӗпе саламлатпӑр сана! Эсӗ пирӗншӗн чи хаклӑ, чи юратнӑ çын – атте, асатте, кукаçей.
Тата юратнӑ аннене, асаннене, кукамая, Людмила Фоминична ПАРФЕНОВАНА, сентябрӗн 20-мӗшӗнче 77 çул тултарнă ятпа чӗререн саламлатпăр! Сире çирӗп сывлӑх, иксӗлми телей, вӑрӑм ӗмӗр, чун ӑшши, малашне те пӗр-пӗринпе пӗр çăвартан пурăнма сунатпӑр. Эпир сире пурте питӗ юрататпӑр!
Атте-анне – пирӗн тӗрекпе çӑлкуç, эсир сыхласа усранӑ çемье çурти. Телейпе сывлӑх сире Турă парнелетӗр, эпир сире хисеплетпӗр чӗререн!
 
Хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсем, ывăлӗпе кинӗ, мӑнукӗсем, кӗçӗн мӑнукӗсем тата тӑванӗсем.
 

Нет комментариев