Кашни çынра этемлӗх пур
Аксури 18-ти хӗр Женя Краснова Санкт-Петербургри теракт вăхăтӗнче аманнă çынсене пулăшнă. Çак паттăрлăхшăн ăна «Пирӗн вăхăтри герой» медальпе чысланă. Аса илтеретпӗр, Женя Санкт-Петербург хулине хăйӗн тăванӗсем патне хăнана кайнă пулнă. Ентешӗмӗрӗн сăмахӗсем тăрăх, шăп çав кун (апрелӗн 3-мӗшӗнче) вăл юлташӗсемпе пӗрле хула курса çӳренӗ. «Сенная площадьре уçăлса çӳренӗ чухне юлташсене...
Аксури 18-ти хӗр Женя Краснова Санкт-Петербургри теракт вăхăтӗнче аманнă çынсене пулăшнă. Çак паттăрлăхшăн ăна «Пирӗн вăхăтри герой» медальпе чысланă.
Аса илтеретпӗр, Женя Санкт-Петербург хулине хăйӗн тăванӗсем патне хăнана кайнă пулнă. Ентешӗмӗрӗн сăмахӗсем тăрăх, шăп çав кун (апрелӗн 3-мӗшӗнче) вăл юлташӗсемпе пӗрле хула курса çӳренӗ. «Сенная площадьре уçăлса çӳренӗ чухне юлташсене метрона кӗмешкӗн чӗнтӗм», - аса илет хӗр. Çамрăксем «Технологи институчӗ» станцие кенӗ. Анчах та платформăна тухсан вӗсем килекен сирпӗннӗ поезда асăрханă. Женя хăраса ӳкмен, вăхăта сая ямасăр пӗрремӗш аманнă çыннах пулăшма тытăннă. Çыннăн аллинчен тухакан юна чарас тесе хӗр çӳç резинкинчен жгут туса çыхнă. Шел пулин те, çынни больницăра вилсе кайнă.
Теракт хыççăн хӗр халӗ те лăпланаймасть. - Йышлă урамсенче çӳреме, çынсемпе тӗл пулма хăракалама тытăнтăм, - тесе пӗлтерет хăй. Унсăрăн пуçне хӗрӗн ӗçне тиркенисем те пур иккен. Интернетра çыннăн пурнăçӗн юлашки минучӗсене пӗтернӗ тесе те айăплаканнисем тупăннă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев