Палăк лартас ӗç пурнăçланнă
Паян вӗт палăк лартасси çăмăл та йӳнӗ ӗç мар, анчах ку чи кирли мар-ха. Астăвăм, хамăрăн паттăр йăхташăмăрсене манманни темрен хаклăрах. Мероприяти умӗн яла та тирпейлес терӗмӗр. Çырма хӗррисене, çăлсене уçса тасатрăмăр, кӗпер хыврăмăр...
Тăван ялӗнче Аслă вăрçа хутшăннă ветерансене тата çапăçу хирӗнче пуç хунă ентешӗсене халалласа палăк лартма ӗмӗтленни çинчен Вера Юнусова пӗлтӗрех пӗрле Аксу районне кайнă чухне пӗлтернӗччӗ. Ун шухăшӗпе ентешӗсем те килӗшнӗ. Сăмах Аксу районӗнчи пӗчӗк ял – Сергеевка пирки пырать. Вера Михайловна палăк лартса ăна ял Уявӗнче уçма шухăш пуррине те каланăччӗ. Çак ӗмӗт кăçал тин пурнăçланчӗ, тепӗр енчен, пурнăçра нихăçан та маларах та каярах пулса пымасть, йăлт хăй вăхăтӗнче. Хыпара ЧНКА Ӗçтăвкомӗн пайташӗ Вера Юнусова хăйех редакцие шăнкăравласа пӗлтерчӗ.
– Тинех уçрăмăр вӗт палăка. Ăна пӗтӗм ял хутшăннипе пурнăçларăмăр. Паян вӗт палăк лартасси çăмăл та йӳнӗ ӗç мар, анчах ку чи кирли мар-ха. Астăвăм, хамăрăн паттăр йăхташăмăрсене манманни темрен хаклăрах. Мероприяти умӗн яла та тирпейлес терӗмӗр. Çырма хӗррисене, çăлсене уçса тасатрăмăр, кӗпер хыврăмăр, – каласа парать Вера Михайловна.
Палăртса хăварар, ку мероприяти июлӗн 14-мӗшӗнчех пулнă. Хатӗрленӳ ӗçӗсем, паллах, чылай маларах пуçланнă. Ку вăхăта Верăпа Альберт Юнусовсем тăван ялӗнчех пурăнса ирттернӗ.
Палăк лартассин пуçаруçисем яваплăха туйнă ӗнтӗ. Телее, вӗсене ентешӗсем пулăшма килӗшнӗ, çав шутра тăван ялтан инçете пурăнма куçса кайнисем те.
Вера Михайловна каласа панă тăрăх, палăка «Ӗмӗрлӗх астăвăм» кӗлӗпе преподобнăй Феодосий Тотемский ячӗллӗ чиркӗвӗн настоятелӗ Александр атте уçнă.
Мероприятие Аксу район пуçлăхӗ Камиль Гилманов, Çарăмсанпа Аксу районӗсен çар комиссарӗ Дмитрий Палаткин, генерал-майор Анатолий Молоствов та хутшăннă. Камиль Гилманов Сергеевкăран 61 çын фронта кайнине палăртса вӗсен ячӗсем ӗмӗрлӗхех аксусен асӗнче упраннине каланă. Çакăнта салтаксен, тыл ӗçченӗсен, вăрçă ачисен нимпе виçейми паттăрлăхне тепӗр хут асăнса чыс тунă. Ӗçре палăрнисене район пуçлăхӗ тав çырăвӗсем панă, çавсен шутӗнче – Вера Охотниковăна, Любовь Тимонкинăна тата Вера Юнусовăна.
Ветерансен шучӗ çӗршывӗпех çулран çул чакса пырать, пӗчӗк ялсенче ку уйрăмах палăрать. Нумайăшӗнче никам та юлман ӗнтӗ. Сергеевкăсен телейӗ пур, вӗсен вăрçă пуçланнă çулах фронта тухса кайнă, Берлина çитнӗ Николай Еграшкин ветеран пурăнать. Çамрăк ăру вăрçă пирки фронтовикран хăйӗнчен илтни патриотизмла воспитанишӗн уйрăмах пӗлтерӗшлӗ. Хисеплӗ Николай Еграшкин мероприятие хутшăнни хăйне пӗр пулăм. Вăлах уçнă та ӗнтӗ стелăна.
Вера Михайловна церемоние çӳллӗ шайра йӗркелесе ирттернине каларӗ. Çак ӗçре пулăшнăшăн Нурлатри Туслăх Çурчӗн специалисчӗсене, Кивӗ Тимушкелпе Кивӗ Ӳселӗнчи илемлӗ пултарулăх ушкăнӗн артисчӗсене тав тăвать. (В.Юнусова сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев