5-мӗшсем пур çӗрте те маттур
5-мӗш класра вӗренекен ачасем те çак мероприятисене хастар хутшăнчӗç. Ленинград блокадăра пулнă вăхăтри йывăрлăхсемпе, «Пурнăç çулӗпе», совет салтакӗсен вăрçă вăхăтӗнчи паттăрлăхӗпе çыхăннă, ытти информаципе паллашрӗç.
Нарăсăн 20-мӗшӗнче гимназире иртнӗ стройпа юрă смотрне те ачасем питӗ тăрăшса хатӗрленчӗç. Тăрăшни сая каймарӗ – 5-мӗш класс ачисем 2-мӗш вырăн йышăнчӗç. Класс командирӗ Глеб Пименов чи лайăх командирсенчен пӗри пулчӗ.
Нарăс уйăхӗн 21-мӗшӗнче хӗрачасем арçын ачасем валли пӗчӗк уяв хатӗрлерӗç. Арçын ачасен тӗрлӗ ӗçсем тумалла пулчӗ: тӗл пемеллеччӗ, хӗрачасен çӳçне çивӗтлемеллеччӗ, атă-пушмак шнурне хытă çыхмаллаччӗ... Тӗпрен илсен, пур арçын ача та ума лартнă тӗллеве пурнăçларӗ. Чи пултаруллă «çивӗт ăстисем» Глеб Пименовпа Захар Тимофеев пулчӗç.
Людмила Петровна ИЛЬГУЗИНА,
класс ертӳçи, чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев