Кулăш – ӗçре пулăш
Каччăпа хӗр кашни каçах тенӗ пек тӗл пулаççӗ. Пӗррехинче хӗрӗ тӗлпулăва хӗрлӗ куçсемпе килет. - Мӗн пулчӗ тата, чунăм, мӗншӗн макăратăн? - тӗлӗнсе ыйтать каччи. - Ăçтан макăрмăн кунта, тăвансем пурте пирӗн туя хирӗç. - Çав кăна-и? Ан татăл çав териех. Эпӗ авланма урăх хӗр тупăп. * * * Хунямăшӗ...
Каччăпа хӗр кашни каçах тенӗ пек тӗл пулаççӗ. Пӗррехинче хӗрӗ тӗлпулăва хӗрлӗ куçсемпе килет.
- Мӗн пулчӗ тата, чунăм, мӗншӗн макăратăн? - тӗлӗнсе ыйтать каччи.
- Ăçтан макăрмăн кунта, тăвансем пурте пирӗн туя хирӗç.
- Çав кăна-и? Ан татăл çав териех. Эпӗ авланма урăх хӗр тупăп. * * *
Хунямăшӗ картишӗнче велосипедпа аппаланать.
- Анне, ăçта кайма пуçтарăнатăн? - ыйтать кӗрӳшӗ чӳречерен.
- Масар çине каясшăнччӗ, - тавăрать хӗрарăм.
- Велосипедна каялла кам илсе килет вара?
* * *
Упăшкипе арăмӗ юнашар учрежденисенче ӗçлеççӗ. Арçын ӗçне кайнă чухне малтан кашни кунах автомашинăпа арăмне унăн ӗçӗ умне антарса хăварать. Автомашинăран васкаса тухса тепӗр енне каçса арăмне алăк уçса кăларать.
- Ах Тур, мӗнле йӗркеллӗ санăн упăшку. Машинăран алăк уçсах кăларать яланах. Хисеплет ахăр! - тӗлӗнеççӗ арăмӗпе пӗрле ӗçлекенсем.
Хӗрарăм чӗнмест, мăнкăмăлланса алăк патнелле утса каять çеç. Автомашинин малти алăкӗ çулталăк каяллах шалтан уçăлма пăрахнине пурин те пӗлмесен те юрать-çке.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев