«Асам» кинофестивле камсем хутшăнаççӗ?
( Ирина Кузьмина) Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ кăçал ноябрӗн уйăхĕн 13-17-мĕшĕсенче Шупашкарта иртнине, вăл « Çеçпӗл» кинотеатрта уçăлнине хыпарлать ЧНК пресс-служби. Ăна Чăваш Республикин культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, Чăваш наци конгресĕ пулăшнипе Чăваш Енри кинематографсен пĕрлĕхĕ ирттерет-мӗн. Чăваш Енри кинематографистсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Олег Цыпленков сăмахӗсем тăрăх, малашне...
( Ирина Кузьмина) Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ кăçал ноябрӗн уйăхĕн 13-17-мĕшĕсенче Шупашкарта иртнине, вăл « Çеçпӗл» кинотеатрта уçăлнине хыпарлать ЧНК пресс-служби. Ăна Чăваш Республикин культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, Чăваш наци конгресĕ пулăшнипе Чăваш Енри кинематографсен пĕрлĕхĕ ирттерет-мӗн.
Чăваш Енри кинематографистсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Олег Цыпленков сăмахӗсем тăрăх, малашне фестивале икĕ çулта пĕрре йĕркелесшӗн.
Хальхинче кинофильмсене 14 номинаципе хаклама, чăваш киноискусствине аталантарма тӳпе хывнă фильмсене уйрăммăн палăртма, фильм авторĕсемпе тĕлпулусем, хăтлавсем тата мастер-классем ирттерме палăртнă. Фестивале хутшăнакан фильмсене Наци библиотекинче, «Çеçпĕл» кинотеатрта тата Электрон документацийĕн архивĕнче тӳлевсĕр кума пулать. Анчах шел пулин те, фестивале хутшăнакан фильмсем ăçти чăвашсен ӗçӗсем пулнине сайт асăнмасть.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев