Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Эпир сирӗнпе!

Кемеровăри «Зимняя вишня» суту-илӳ центрӗнче пулнă хăрушă трагеди çӗршыври пӗр çынна та лăпкă хăвармарӗ. Хусан та Кемеровăпа пӗрле хуйхăрать. Бауман урамӗнчи сехет тата Ленинский садикри фонтан умӗнчи импровизациленӗ мемориал патӗнчен акă ӗнтӗ миçемӗш кун çын татăлмасть. Унта ахаль çынсем, чиновниксем, тӗнпе конфессисен ертӳçисем пырса чечек хучӗç. Паллах, эпир чăвашсем те...

Кемеровăри «Зимняя вишня» суту-илӳ центрӗнче пулнă хăрушă трагеди çӗршыври пӗр çынна та лăпкă хăвармарӗ. Хусан та Кемеровăпа пӗрле хуйхăрать. Бауман урамӗнчи сехет тата Ленинский садикри фонтан умӗнчи импровизациленӗ мемориал патӗнчен акă ӗнтӗ миçемӗш кун çын татăлмасть. Унта ахаль çынсем, чиновниксем, тӗнпе конфессисен ертӳçисем пырса чечек хучӗç.

Паллах, эпир чăвашсем те айккинче юлмарăмăр. «Кемерово, эпир санпа» акцие ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» ушкăнӗ хутшăнса Кемерово çыннисемпе хуйха пӗрле пайланине тăван чӗлхепе пӗлтерчӗç. Каçхине 18 сехетре хула çыннисемпе пӗрле чăвашсем те вутра çунса вилнӗ кемеровăсене асăнса тӳпенелле шурă шарсем вӗçтерчӗç. Çапла ют хуйхă пулманнине çӗршыв тепӗр хут ӗнентерчӗ.

Чăтма çук пысăк хуйха чăтса ирттерме сире, кемеровăсем, Турă чăтăмлăх тата вăй патăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев