Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Халăх календарӗ. Апрель

Апрель çурринче пахчаçă ӗçе пуçă­нать. Пахча çимӗç акма-лартма хатӗрленет. 16-мӗшӗ - çак кун ăшă тăрсан тулă ăнса пулать. Енчен те кăтра пӗлӗтсем майпен шусан, çанталăк çумăра каять. 17-мӗшӗ - кăнтăрла ăшă, çӗрле сивӗ пулсан, çанталăк вăрах лайăх тăрать. 18-мӗшӗ - кун лăпкă, çилсӗр пулсан кӗрхи тырăсем ир ӗлкӗрессе кӗтмелле. 19-мӗшӗ...

Апрель çурринче пахчаçă ӗçе пуçă­нать. Пахча çимӗç акма-лартма хатӗрленет.

16-мӗшӗ - çак кун ăшă тăрсан тулă ăнса пулать. Енчен те кăтра пӗлӗтсем майпен шусан, çанталăк çумăра каять.

17-мӗшӗ - кăнтăрла ăшă, çӗрле сивӗ пулсан, çанталăк вăрах лайăх тăрать.

18-мӗшӗ - кун лăпкă, çилсӗр пулсан кӗрхи тырăсем ир ӗлкӗрессе кӗтмелле.

19-мӗшӗ - çак кунхи çумăр палан тухăçӗ пысăк пулассине систерет.

20-мӗшӗ - кун хӗвеллӗ-тӗк, çулла та ăшă пулать, ăмăр çанталăк çулла çумăрлă пулнине пӗлтерет. Çӗрлехи тӳпе çăлтăрлă-тăк, кăмпа-çырла нумай пуласса кӗтмелле.

21-мӗшӗ - çак кун çанталăк лайăх пулсан çулла та лайăх пулать.

22-мӗшӗ - çанталăк çиллӗ, тӗт­реллӗ-тӗк - тухăç пысăк пулать. Аслати авăтни çуллахи лайăх çанталăка. Ăшă çил вӗрсен çулла шăрăх та типӗ пуласса.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев