Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Халиччен урамра грипп ертекенсем пулман-ха

Тутарстанра сарăлма пуçланă грипп чирне мӗншӗн «гонконгский» теççӗ-ха? Тӗнче ун çинчен 1968 çулта пӗлнӗ иккен. Çав вăхăтра Гонконгра грипп эпидемийӗ пуçланнă, вăл часах ытти çӗршывсем çине те куçма тутăннă. Грипăн çак штаммӗ сасартăк нумай пурнăçа татнă. Уйрăмах ватă çынсемпе ачасем йывăр тӳссе ирттереççӗ иккен ăна. Пирӗн пата шăпах çакăн пек...

Тутарстанра сарăлма пуçланă грипп чирне мӗншӗн «гонконгский» теççӗ-ха?
Тӗнче ун çинчен 1968 çулта пӗлнӗ иккен. Çав вăхăтра Гонконгра грипп эпидемийӗ пуçланнă, вăл часах ытти çӗршывсем çине те куçма тутăннă. Грипăн çак штаммӗ сасартăк нумай пурнăçа татнă. Уйрăмах ватă çынсемпе ачасем йывăр тӳссе ирттереççӗ иккен ăна. Пирӗн пата шăпах çакăн пек грипп килесси çинчен врачсем кӗркуннех калатчӗç. Анчах шалкăм çапиччен кам тухтăрсене итлет пиртен? Хальхинче те Тутарстанра пурăнакансенчен 34 проценчӗ кăна гриппран прививка тутарнă. Мӗнпе уйрăлса тăрать-ха Гонконг грипӗ ыттисенчен. Тен, пире аптекăсенчи тавар сутăнтăр тесе хăратаççӗ кăна?
Тухтăрсем эпидеми лару-тăрăвӗ яланхинчен уйрăлса тăмасть теççӗ. Çӗнӗ вирус ыттисенчен йывăртарах мар. Анчах та çынсен çакна манмалла мар - грипăн мӗн пур тӗсӗ сывлăхшăн хăрушă, уйрăмах, осложненисемпе. Ку вăл - пневмония, миокардит, менингит, отит, синусит, ангина. Хӗрарăм йывăр çын тăк, е ваттăн шала кайнă чирӗ пур-тăк, осложненисем питӗ хăвăрт ура çинчен «йăванатараççӗ».

Çавăнпа та: кăмăл пăтрансан, сасартăк температура хăпарса кайсан, пуç ыратма пуçласан, куç ыратма тытăнсан - çакă йăлтах чирӗн пӗрремӗш синдромӗ пулма пултарать. Енчен те çакă ӗненмелле мар пулса иртет-тӗк, иккӗмш синдромсене асăрхамалла: пыр ыратни, типӗ ӳслӗк, кăкăр ыратать.
Врачсем çын вакцинаци туман пулсан, теветкелӗх (риск) самай ӳсет теççӗ пулин те, профилактика çинчен манса каймалла мар. Халиччен урамра, уçă сывлăшра грипп ертекенисем пулман-ха. Çапах та:
1) ӳсӗрнӗ е апчхулатнă чухне сăмсапа çăвара салфеткăсемпе е тутăрпа хупламалла, юнашарти çынсене те хуплама ыйтмалла;

2) алăсене тăтăш супăньпе çумалла;
3) енчен те хăвăрта грип евӗрлӗ симптомсем асăрхасан, çынсем патне пӗр метртан çывăхрах ан пырăр;
4) алă тытма, ыталама, чуптума ан тăрăшăр;
5) усă курнă салфеткăсене, сăмса тутӗрӗсене каялла кӗсъене чикмелле мар, тӳрех пăрахмалла;
6) енчен те хăвăрта грипп симптомӗсене асăрхарăр пулсан, тӳрех тухтăр патне кайăр, шкула, ӗçе çӳремелле мар, çынсем йышлă пухăнакан вырăнсене те тухса çӳремелле мар;
7) çăвара, куçсене, сăмсана çуман алăсемпе тӗкӗнмелле мар.
8) лавкана е пульницана кӗме тиврӗ пулсан - медицина маскине тăхăма ан вăтанăр;
9) телефонсем, гаджетсем çинче вирус 8 сехет таранччен упранса юлма пултарать, смартфонсене те, кнопкăллисене те тăтăшах сăтăрса тасатмалла.
Ытларах урамра уçăлса çӳремелле, анчах шăнмалла мар.
Сывлăхлă пулăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев