Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Кун хыççăн кун

Апрель, 29 Хӗвел: тухать - 4.05, анать - 19.18, кун тăршшӗ - 15.13. Уйăх: тухать - 6.24, анать - 22.56. Пӗтӗм тӗнчери ташă кунӗ. Астрономи кунӗ. Халăхсен хушшинчи вете­ри­­нари врачӗн кунӗ. Чăваш Республикин пат­ша­лăх символӗсен кунӗ. Уйăх календарӗпе - 4-мӗш кун. Мӗн-тӗр каличчен тӗплӗн шухăшламалла, çилӗпе калани репутацие пăсма пултарать....

Апрель, 29

Хӗвел: тухать - 4.05, анать - 19.18, кун тăршшӗ - 15.13. Уйăх: тухать - 6.24, анать - 22.56.

Пӗтӗм тӗнчери ташă кунӗ.

Астрономи кунӗ.

Халăхсен хушшинчи вете­ри­­нари врачӗн кунӗ.

Чăваш Республикин пат­ша­лăх символӗсен кунӗ.

Уйăх календарӗпе - 4-мӗш кун. Мӗн-тӗр каличчен тӗплӗн шухăшламалла, çилӗпе калани репутацие пăсма пултарать.

Çак кун çуралнă: Лариса Удо­виченко (1955).

Апрель, 30

Хӗвел: тухать - 4.03, анать - 19.20, кун тăршшӗ - 15.17. Уйăх: тухать - 7.15, анать - 23.58.

Халăхсен хушшинчи джаз кунӗ.

Пӗтӗм тӗнчери тăванланнă хуласен кунӗ.

Раççей пушар хуралӗн кунӗ.

Уйăх календарӗпе - 5-мӗш кун. Çак куна хăвăршăн кăмăллă çынсемпе хутшăнса лăпкăн ирттерсен аванрах пулӗ.

Çак кун çуралнă: Филипп Киркоров (1967).

Май, 1

Хӗвел: тухать - 4.01, анать - 19.22, кун тăршшӗ - 15.21. Уйăх: тухать - 8.16.

Ӗç уявӗ.

Уйăх календарӗпе - 6-мӗш кун. Творчествăпа аппаланма, япала туянма ăнăçлă кун.

Çак кун çуралнă: Кави Латып (1927 - 2008).

Май, 2

Хӗвел: тухать - 3.58, анать - 19.24, кун тăршшӗ - 15.26. Уйăх: тухать - 9.25, анать - 0.48.

Уйăх календарӗпе - 7-мӗш кун. Çӗнӗ ӗçе хăнăхма, ква­ли­фи­ка­­цие ӳстерме ăнăçлă кун.

Çак кун çуралнă: Валерий Гергиев (1953), Дэвид Бэкхем (1975).

Май, 3

Хӗвел: тухать - 3.56, анать - 19.26, кун тăршшӗ - 15.30. Уйăх: тухать - 10.37, анать - 1.28.

Пӗтӗм тӗнчери пичет ирӗк­лӗхӗн кунӗ.

Пӗтӗм тӗнчери Хӗвел кунӗ.

Уйăх календарӗпе - 8-мӗш кун. Ӗçтешсемпе, оппонентсемпе хутшăнусене çирӗплетме аван кун.

Çак кун çуралнă: Татьяна Толстая (1951), Наталья Андрей­ченко (1956), Петӗр Çăлкуç (Кузьмин) (1952 - 2010).

Май, 4

Хӗвел: тухать - 3.54, анать - 19.28, кун тăршшӗ - 15.34. Уйăх: тухать - 11.51, анать - 1.58.

Уйăх календарӗпе - 9-мӗш кун. Çӗнӗ задачăсене асăрханса татса памалла.

Май, 5

Хӗвел: тухать - 3.52, анать - 19.30, кун тăршшӗ - 15.38. Уйăх: тухать - 13.04, анать - 2.24.

Халăхсен хушшинчи инва­лидсен прависене хӳтӗлемелли кун.

Халăхсен хушшинчи акушер­ка кунӗ.

Раççейре водолаз кунӗ.

Шифровальщик кунӗ.

Уйăх календарӗпе - 10-мӗш кун. Камăн-тăр правилисене пă­хăнма тивет.

Çак кун çуралнă: Николай Ильминский (1822 - 1892), Юрий Назаров (1937), Александра Лазарева (Агакова) (1917 - 1978).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев