Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Владимир Агеева «Ура», – тесе кӗтсе илнӗ

Тӗнчере питӗ нумай ӳкерӳçӗ, анчах та кашни художника «Ура!», - тесе кӗтсе илмеççӗ. Шăп мартăн 24-мӗшӗнче Чăваш патшалăх ӳнер музейӗнче Чăваш Республикин халăх художникне Владимир Агеева çакăн пек хисеп туса кӗтсе илнӗ. 85 çул çитнӗ ятпа вăл хăйӗн ӳкерчӗкӗсен куравне йӗркеленӗ. Халăх художникӗ самай аслă çулсенче пулсан та пӗрре те...

Тӗнчере питӗ нумай ӳкерӳçӗ, анчах та кашни художника «Ура!», - тесе кӗтсе илмеççӗ. Шăп мартăн 24-мӗшӗнче Чăваш патшалăх ӳнер музейӗнче Чăваш Республикин халăх художникне Владимир Агеева çакăн пек хисеп туса кӗтсе илнӗ. 85 çул çитнӗ ятпа вăл хăйӗн ӳкерчӗкӗсен куравне йӗркеленӗ.
Халăх художникӗ самай аслă çулсенче пулсан та пӗрре те ал усса лармасть, ӗçлеме чарăнман, хăйне чунӗпе те, сăнӗпе те çамрăк туять. Çак паллă кунра Агеева ЧР культура нацональноçсен ӗçӗсен тата архив ӗçӗсен министрӗ Константин Яковлев «Чăваш Республики умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» орденпа чысланă. Елчӗкри ентешӗсем тата ӗçтешӗсем те Владимир Агеева тимлӗхсӗр хăварман. Сăмах май каласан, елчӗксем ăна пыл чӗресӗпе чысланă.
Унсăрăн пуçне выставкăна йӗркелеме пулăшакана Леонид Никифирова та пылак парне парнеленӗ. Вăл çӗнӗ чăваш меценачӗ иккен. Хăй вара Чăваш Республикин Шупашкар районӗн Пархикасси ялӗнчен тухнă çын, «Уют-сервис» строительство производствинче ӗçлет. Тăван чӗлхине те манман çӗнӗ меценат.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев