100 ҫулти асанне коронавирусран сывалнӑ
Çӗнӗ хыпарсем

100 ҫулти асанне коронавирусран сывалнӑ

Паян ватӑ пациенткӑна больницаран килне янӑ

 

Хусанти 16 номерлӗ клиника больницинчи вӑхӑтлӑх инфекци госпиталӗнчен коронавирус инфекцине ҫӗнтернӗ 100 ҫулхи хӗрарӑма кӑларнӑ. .
Нумай пурӑнаканӑн компьютер томографийӗ унӑн ӳпкисем 15 процента сиенленнине кӑтартнӑ. ПЦР-ӑн пӗрремӗш анализӗ ҫынра коронавирус инфекцийӗ пуррине кӑтартнӑ.
"Унсӑр пуҫне пациенткӑн ытти чирсем те пулнипе сиплев ҫӑмӑл иртмен.
16-мӗш больница врачӗсем Хусанта пурӑнакан хӗрарӑма юна шӗветекен юрӑхлӑ препаратсепе тата гормонотерапипе сиплеме пуҫланӑ.
Пациенткӑн старуацийӗ лайӑх пулнӑ, юнри кислород шайӗ те начар мар – 96-98. Вӑл хӑй тӗллӗн, кислородсӑр сывланӑ.
Паян ватӑ пациенткӑна больницаран килне янӑ. Вӑл тӑванӗсем пӑхнипе сиплев терапиине малалла тӑсӗ.
Сиплекен тухтӑрсем ӑна нумай ҫул пурӑнма сунаҫҫӗ.


Нет комментариев