Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

150 яхӑн михӗ ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ

Лайӑш районӗнчи Именьково ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрмансене çÿп-çапран тасатнă

Акцие  60 активист хутшăннӑ. Пӗрле вĕсем 147 михӗ ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ.

«Паян эпир кунта питӗ нумай ҫӳп-ҫап пуҫтартӑмӑр, 2021 ҫулта 50 михӗ пуҫтарнӑ пулсан, пӗлтӗр вара – 107, кӑҫал пуҫтарнӑ ҫӳп-ҫап шучӗ 147 михӗпе танлашрĕ. Ку вырӑнта тутарстансене уҫӑлса ҫӳреме тата канма питӗ килĕшет, анчах  вӗсем хӑйсем хыҫҫӑн ҫӳп-ҫап хӑварни вара пĕрте илемлĕ мар,  — пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне  Вырăс географи обществин Тутарстанри уйрӑмӗн председателӗн ҫумӗ Андрей Агарков.

Экологи акцине   ТР Экологипе ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министерстви Вырӑс географи обществин Тутарстанри уйрăмĕпе пĕрле йĕркеленĕ.

Сăнÿкерчĕк eco.tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: экология мусор