Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

20 çул туслăн, килӗштерсе ӗçлеççӗ

Хусанăн Тӗп стадионӗнче Чечен Республикин пуçлăхӗн представительстви уçăлнă


Хусанăн Тӗп стадионӗнче Чечен Республикин пуçлăхӗн представительстви уçăлнă

Савăнăçлă лару-тăрăва Хусан мэрӗ Ильсур Метшин тата Грозный хулин пуçлăхӗ Хас-Магомед Кадыров хутшăннă. Кун çинчен ТР тӗп хулин мэрин пресс-служби пӗлтерет. 

Представительство хулара пурăнакан ентешӗсене пулăшӗ, регионсен хушшинчи хутшăнăва аталантарассипе çыхăннă ыйтусене татса панă çӗре хутшăнӗ. 
Ильсур Метшин ку пулăма икӗ республикăшăн «тăванла хутшăнусен çӗнӗ страници» тесе палăртнă. ТР Раисӗ Рустам Минниханов ЧР пуçлăхне Рамзан Кадырова хисплени çинчен каланă. Икӗ респблика туслăн, килӗштерсе ӗçлесси çинчен калаçса татăлса алă пуснăранпа 20 çул çитнӗ, 12 çул каялла Хусанпа Грозный килӗшӳ тунă. 

Чечен Республикин делегацийӗ Хусана БРИКС+ çӗршывӗсен хулисен халăхсен хушшинчи форумне килнӗ.
Çак мероприяти вăхăтӗнче Ӗпхӳпе Грозный, Çырчаллипе Аргун килӗштерсе ӗçлеме калаçса татăлнă. 
Ӗçтăвком пӗлтернӗ тăрăх халь Тутарстанра 300 чечен пурăнать, Чечен Республикинче 1500 — тутар.
Сăнӳкерчӗксем kzn.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество