Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2023 çулта наци проекчӗпе Тутарстанра сакăр спорт объекчӗ тăвӗç

«Спорт – пурнăç норми» наци проектне пурнăçа кӗртнине пула юлашки пилӗк çулта Тутарстанра спортпа аппаланакан çынсен шучӗ 10 процента ӳснӗ, паяна çак хисеп 57,8 процента çитнӗ

Ку кăтартупа малта пыракансем – Арски, Алексеевски, Спасски районӗсем. Вӗсенче çынсен 63 проценчӗ спортпа туслă. Çакнашкал кăтартусем патне çӗнӗ объектсене туса çитме пулать. Çапла майпа, кăçал наци проекчӗпе республикăра сакăр çӗнӗ спорт объекчӗ тума палăртнă: 4 футбол манежӗ тата 4 универсаллă спорт площадки. Пӗтӗмӗшле илсен çак стройкăсем пурӗ 585,75 млн тенке кайса лараççӗ.
2020 çултанпа республикăра спорт объекчӗсене тӗпрен юсаса çӗнетес программа хута кайнă. Ун тăрăх, виçӗ çулта 67 спорт объектне юсанă, кăçал тата 15-шне çӗнетмелле. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев