2023 çулхи 2 уйăхра Хусанта ача-пăча хутшăннипе 13 çул-йӗр пăтăрмахӗ пулса иртнӗ
Хусан хулинчи Патшалăх автоинспекцийӗ çул çитмен ачасен ӗçӗсен уйрăмӗн сотрудникӗсемпе пӗрле çул-йӗр правилисене пăсассин профилактикипе аппаланаççӗ
2023 çулхи 2 уйăхра Хусанта ача-пăча хутшăннипе 13 çул-йӗр пăтăрмахӗ пулса иртнӗ. Вӗсенче çул çитмен 17 ача тӗрлӗрен суранланнă.
Çуркуннехи каникул пуçланас умӗн Хусан хулинчи Патшалăх автоинспекцийӗн çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн пропагандин уйрăмӗн инспекторӗсем Аттесен союзӗпе, Ашшӗ-амăш патрулӗпе, çул-йӗрӗн çамрăк инспекторӗсемпе пӗрле «Çул çинче пӗчӗк пешеход» профилактика мероприятине ирттереççӗ.
Çак мероприяти пынă хушăра ачасене çул çинчи хăрушсăрлăх йӗркисене пăхăнмаллине, тӗттӗм вăхăтра тум çинче çутта тавăракан элементсем пулмалли çинчен аса илтереççӗ. Аслисене те асăрхаттарсах тăраççӗ: вӗсен ачи-пӗчине çул урлă каçмалли йӗркене çирӗп пăхăнмаллине астутарсах тăмалла, тӗслӗх кăтартмалла.
Мероприятие хутшăнакансене çул-йӗр правилисене аса илтерекен буклетсем тата çутта тавăракан брелоксем парнеленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев