Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2024 çул ăшă пулать

Çитес 2024 çул питӗ ăшă пулать теççӗ. Ку Эль-Ниньо пулăмпа çыхăннă-мӗн — Лăпкă океанăн экваторти пайӗнче температура ӳсни.

Çакăн пирки Хусанти федераллă университетăн Экологи тата çутçанталăкпа усă курассин институчӗн Метеорологи, климатологи тата экологи кафедрин профессорӗ Юрий Переведенцев каласа панă. 


«Эль-Ниньо, çулталăк та ултă уйăхран пуçласа икӗ çула тăсăлма пултараканскер, Çурçӗр полушарийӗнче çуркунне пуçланнă. Ку кӗркунне питӗ активлă пулнă вăл. Çитес çуркунне те хастарлăхне чакармасси куçкӗрет», — тенӗ тӗпчевçӗ. 


Юрий Переведенцев каланă тăрăх, климат пӗтӗм тӗнчипех ăшăнса пырать. 2015 çултанпа çак процесс пӗр саманта та чарăнман. Çак ӗмӗр пуçламăшӗнче кăна кăшт тăхтав пулса илнӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев