2027 çултан Раççейри аслă шкулсене гуманитари енӗпе вӗренме кӗме пӗрлехи патшалăх экзаменӗсенчен истори тӗп предметсенчен пӗри пулса тăрӗ.
Çакăн пирки Рособрнадзор пуçлăхӗ Анзор Музаев 2026 çулта пӗрлехи патшалăх экзаменӗсене еплерех тытассине халалланă пресс-конференцире пӗлтернӗ.
«Кăçал 9 класс пӗтерекенӗн ăна икӗ çултан ППЭ панă чух мӗн кӗтнине пӗлмелле. Çавăн пекех 10-мӗшӗнче вӗренекенсен те улшăнусене йышăнма хатӗр пулмалла. Çавăнпа та 2026-мӗш – куçăмлă çул. 2027 çулта ППЭре улшăнусем пулаççӗ, гуманитари енӗпе вӗренме кӗрес тесен истори те кирлӗ пулӗ», – тенӗ А.Музаев.
Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Нет комментариев