Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

30-мӗш машина

Анат Камăри «Ролис» автоцентрăн маçтăрӗсем салтаксем валли машинăсене СВО пуçланнăранпах тӳлевсӗр юсаççӗ.

Хăшӗсем салтаксен ятарлă çар операцине кайиччен хăйсем çӳренӗ машинисемех, теприсем ыркăмăллă анаткамăсем парнеленисем. 

«Ролис» автоцентрăн ӗçченӗ Александр Кузьмин каланă тăрăх, кунти маçтăрсенчен кашни хăй ӗçне аван пӗлет. Нумай пулмасть вӗсем юбилейлă 30-мӗш машинăна юсама тытăннине пӗлтерет ntr-24.ru сайт. Салтаксене çапла майпа малалла та пулăшас шутлă маçтăрсем. «Ятарлă çар операцийӗнче çӗршыв хăй тӗллевне пурнăçличчен, тăшмана çӗнтерсе атьсем киле таврăниччен ӗçлӗпӗр», – тенӗ Александр Кузьмин кун пирки.

Çак кунсенче автоцентр Анат Камăран кайнă «Леший» позывнойлă салтакăн машинине юсаса пӗтернӗ. Унпа фронтран салтакăн ашшӗ Сергей, вăл та СВОра, отпуска таврăннă чух çӳресе килнӗ иккен. 

«Лайăх машина, фронтра ыттисем кӗреймен çӗрсене кӗрсе тухать, сахал мар пулăшрӗ. Ывăлăн машини ку. Хăйне урăх чаçе куçарчӗç те эпӗ ун машинипе отпуска таврăнтăм. Кӗçех хăйнех тавăрса паратăп, малалла çӳрӗ. «Ролис» автоцентр ӗçӗпе пит кăмăллă эпӗ», – маçтăрсене машинине юсаса панăшăн тав тăвать салтак ашшӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Гуманитарная помощь