366 тонна ӗçлемен техника пуçтарнă
Тутарстанра «Школа утилизации: электроника» программа хута кайнăранпа 366 тонна электролом пуçтарнă. Республикăри 34 районти 787 организацирен техникăна тӳлевсӗр утилизацилеме 2123 заявка килнӗ.
Тутарстан федераци программине хутшăннă регионсен хушшинче малти вырăн йышăннă.
Халличен «Школа утилизации: электроника» программа «Экологи» наци проекчӗ шайӗнче пурнăçланнă пулсан, 2025 çултан «Экологи ăнăçлăхӗ» наци проектне кӗрет.
Ӗçлемен техникăна шкулсем, ача сачӗсем, бюджет учрежденийӗсемпе власть органӗсем тӳлевсӗр утилизацие парас тесен программăн официаллă сайтӗнче «Регистрация участника» формăна тултарса заявка хăвармалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев