65-ран аслăрах граждансен самоизоляцине тăснă
Çӗнӗ хыпарсем

65-ран аслăрах граждансен самоизоляцине тăснă

Тутарстанра ватăсен халăх нумай пухăнакан вырăнсене августăн 9-мӗшӗччен тухма юрамасть-ха.

Коронавирус инфекцине пула Тутарстан кинотеатрӗсене хальлӗхе уçмаççӗ-ха. Анчах кинона çӳреме юратакансен июлӗн 27-мӗшӗнчен уçă тӳремсенче – парксемпе скверсенче тата çыран хӗррисенче – илемлӗ фильмсем курма май пур, уçă тӳпе айӗнчи кинотеатрсем ӗçлеме пуçлаççӗ. Кун çинчен  постановление ТР Министрсен Кабинечӗ алă пуснă. Кунсăр пуçне 65-рен аслăрах граждансен самоизоляцине августăн 9-мӗшӗчченех тăснине  те каланă.

 


общество

Нет комментариев