Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

70-ти пенсионеркăн 17,5 миллион тенкине вăрланă

Хусанти 70 çулти пенсионеркăна Центробанк тата ФСБ сотрудникӗсен ятӗнчен шăнкăравласа 17,5 миллион тенкине вăрланă. Хăй каласа панă тăрăх, шулӗксен аллине вăл пӗлтӗр ноябрь уйăхӗнчех çакланнă.

Чăн малтан Мускаври 12-мӗш полици уйрăмӗнчен шăнкăравлакан çын унăн доверенноçӗпе такамсем шучӗ çинчи укçана вăрлама тытăннине тата кредит илме заявкăсем панине ӗнентернӗ. Унтан Центробанкпа ФСБ ăна хăрушă преступниксене тытма пулăшма ыйтам пекки туса темиçе кредит илтернӗ, икӗ хваттерне суттарса укçине хăйсен шучӗ çине куçарттарнă, тесе пӗлтерет ТР ШӖМӗн пресс-служби.

Январӗн 20-мӗшӗсенчен «следовательсем» çыхăнăва урăх тухман, хăйпе мӗн пулса иртнине хӗрарăм январӗн 23-мӗшӗнче тин юлташӗсене каласа панă. Вӗсем сӗннипе тепӗр кунах, январӗн 24-мӗшӗнче, полици уйрăмӗне кайса заявлени çырнă. Хальхи вăхăтра йӗрке хуралӗ ку ӗçпе уголовнăй ӗç пуçарнă, следстви пырать. 

Иртнӗ çулăн 7 уйăхӗнче кăна шулӗксем тутарстансене телефон урлă 2 миллиард тенкӗлӗх улталанă, ку вăл куллен 7-10 миллионшар тенкӗ. Çавăнпа тимлӗрех пулăр, телефонпа шăнкăравласа пӗлтерекен кашни хыпара тӳрех шаниччен информацие тăванăрсене шăнкăравласа е банка кайса тӗрӗслӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев