Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

8 районта вӗлле хурчӗсем вилнӗ

Тюлячи, Спасск, Лайăш, Пӗтреç, Заинск, Пӗкӗлме, Çарăмсанпа Чистай районӗсенчи утарçăсем вӗлле хурчӗсем вилни çинчен пӗлтернӗ.

 2023 çул пуçланнăранпа республикăн 8 районӗнче вӗлле хурчӗсем вилнӗ тӗслӗхсем йышланнине хыпарлать «Бизнес-онлайн» интернет-хаçат. Инкек çинчен Тюлячи, Спасск, Лайăш, Пӗтреç, Заинск, Пӗкӗлме, Çарăмсанпа Чистай районӗсен утарçисем ятарлă ведомствăсене пӗлтернӗ иккен. Специалистсем кашни тӗслӗхе çийӗнчех тӗрӗслесе пробăсем илнӗ.

2022 çулта та кун пекки темиçе районта палăрнă. Çӳлту районӗнче кăна ун чух 10 миллиона яхăн вӗлле хурчӗ пӗтнӗ. Сăлтавӗ ун чух хуçалăхсем хурт-кăпшанкă шăркалантаракан культурăсене I степень хăрушлăхри препаратпа сапни пулнă.

Кăçал 130 агронома пухса хăрушсăр технологисемпе мӗнле усă курмаллине вӗрентнӗ. Çавăнпа 40 пин гектарти хурт-кăпшанкă шăркалантаракан культурăсене кăçал урăхларах пăхнă. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство