Эксперимент ирттерекен 12 регион шутне Тутарстан та кӗрет

9-мӗш класс хыççăн колледжа вӗренме кӗрес текен шкул ачисем Патшалăхăн тӗп экзаменне (ОГЭ) икӗ предметпа кăна – вырăс чӗлхипе тата математикăпа – тытма пултараççӗ. Çакăн пек меслете профессиллӗ вăтам пӗлӳ илессине çамрăксемшӗн çăмăллатас экспериментра палăртнă.
«Хăш-пӗр регионсенче 9-мӗш класс хыççăн колледжа вӗренме кӗрес текен ачасене ОГЭне çăмăллатнă майпа партарас эксперимент малалла тăсăлать. Вӗсем икӗ предметпа кăна – вырăс чӗлхипе тата математикăпа – экзамен тытма пултараççӗ», – тенӗ РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов ТАССа панă интервьюра.
Асăннă эксперимента Раççейӗн 12 регионӗнче ирттереççӗ. Тутарстансăр пуçне çав шута Камчатка крайӗ, Липецк, Мускав, Мурманск, Ростов, Смоленск, Тверь, Тюмень облаçӗсем, Мускав, Санкт-Петербург хулисем тата Ханты-Манси автономи округӗ кӗреççӗ.
Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службин.
Нет комментариев