Ача-пăча фестивалӗ халăхсен культурисемпе паллаштарӗ
Чăваш республикикнче çӗр ытла халăх туслăхра пурăнать
Чăваш Республикин Туслăх Çурчӗ ЧР Культура министерствипе пӗрле «Алла-аллăн тытăнар, туссем!» ачасен наци пултарулăхӗн фестиваль конкурсне ирттерет.
Иккӗмӗш хут иртекен фестивале ачасен пултарулăх ушкăнӗсем, уйрăммăн юрлакансем, алă вӗççӗн тунă хатӗрсем тата ӳкерчӗксем тăвакансем хутшăнаççӗ.
Мероприяти тӗллевӗ – нацисен йăлари культурисене упрасси, халăхсем хушшинчи пултарулăх çыхăнăвӗсене çирӗплетесси, ачасен пултарулăхне популяризацилесси тата ытти те. Тӗп тӗллев – регионри яш-кӗрӗмӗн пултарулăх хăватне аталантарма условисем туса парасси тата Чăваш Республикикнче пурăнакан халăхсен культурисемпе паллаштарасси.
Фестиваль ноябрӗн 22-мӗшӗнче Чăваш Республикин Халăхсен Туслăх Çуртӗнче 15.00 сехетре пуçланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев