Ача сачӗшӗн тӳлесси ҫулталӑкне пӗрре ӳсет
Ашшӗ-амашӗсен 80 проценчӗшӗн ӳсӗм 125 тенкӗ таран пулать
Тутарстанӑн вӗрентӳ министрӗ
Ильсур Хадиуллин ача сачӗсенчи уйӑхсерен тӳлев 2021 ҫултан ӳсесси пирки пӗлтернӗ.
Министр палӑртнӑ тӑрӑх, 2021 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен ача сачӗсемшӗн ашшӗ-амашӗсен кӑҫалхинчен 4% ытларх тӳлемелле пулать.
"Ашшӗ-амашӗсен 80 проценчӗшӗн ӳсӗм 125 тенкӗ таран пулать. Ҫак тӳлев ҫулталӑкне пӗр хутчен ӳсет. Нумайӑшӗшӗн вӑл 3252 тенкӗ пулать. Ашшӗ-амашӗсем ачасене пӑхнӑшӑн, апатлантарнӑшӑн, кухня ӗҫченӗсене тӳлемешкӗн укҫа параҫҫӗ. Мӗн пур ытти тӑкака хӑй ҫине йӑлтах республика илет",– тесе палӑртнӑ Хадиуллин.
Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ача мӗнле-тӗр сӑлтавпа садика ҫӳремест-тӗк, ашшӗ-амашӗсем апатшӑн тӳлемеҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев