"Ачамсем, нихӑҫан та ан ватӑлӑр!" – тетчӗ вӑл
Республикӑри чӑвашсен мероприятийӗсене хутшӑна-хутшӑна ватӑ коммунист галстукпа пиншакне халӑх тумӗпе улӑштара пуҫларӗ
Нумайранпа мар Хусан ҫумӗнчи Высокая гора станцири Зелёная урамри пӗр ҫурта йӗс табличка илемлетме пуҫларӗ. "Ҫак пӳртре 1971-2019 ҫулсенче Ҫӳльту райкомӗн иккӗмӗш секретарӗ, ТАССР тата РСФСР тава тивӗçлӗ зоотехникӗ Виктор Никифорович Егоров пурӑннӑ" тесе ҫырнӑ унта кӗскен. Асӑну хӑмине уҫнӑ ҫӗре ӗҫ ветеранӗпе пӗрле тӗрлӗ вӑхӑтра тӑрӑшнӑ ҫынсем, тӑванӗсем, ҫемйи хутшӑннӑ.
Этем ӗмӗрӗ кӗске – ҫулсемпе виҫетни ӑна, кунсемпе-и – пурпӗрех сахал. Ҫапах пурнӑҫа тунӑ ҫитӗнӳсемпе виҫсе хаклама пуҫласан – сахал та мар пек туйӑнать. В.Н.Егоровӑн та ҫапларах иртрӗ вӑл, шав кӗрешӳре те ҫитӗнӳре. Ачаран парти воспитанине илнӗ ҫынсем ҫирӗп, уйрӑмах пӗр-пӗр пуҫлӑхра ӗҫлеҫҫӗ пулсан. Парти хушӑвӗпе вӑл ӑҫта кӑна ӗҫлемен, мӗнле кӑна йывӑрлӑха ҫӗнтермен хӑй вӑхӑтӗнче. Паянхи пысӑк ҫынсем унӑн вӗренекенӗсем пулнишӗн шалти хӗпӗртӳлӗх те сисӗнетчӗ.
Виктор Никифорович чӑвашлӑх юхӑмне кӗрсе кайсан эпир унпа нумай калаҫаттӑмӑр. Пурнӑҫ пурӑннӑ ҫынран вӗренмелли нумай. Вӑл шӳте-мӗне кӑмӑллани, ҫамрӑксене ӑнланни, ӳҫӑ кӑмӑллӑ ҫын пулни туртатчӗ-тӗр те ун патне яш-кӗрӗме. Пӗррехинче Республика кунне уявланӑ вӑхӑтра чӑвашсен шатерӗ патне хӑйӗн хӑнисемпе Шаймиев килсе тухрӗ. Бабай мучине палласа ыталаса илсен, пирӗн хушӑра Виктор Никифорович авторитечӗ тата та ӳсрӗ.
Ун чухне Ҫӳльту районӗнчи чӑвашсем хальхи пек пуҫтарӑнмастчӗҫ, апла пулин те, эпир Виктор Егорова ҫак районти чӑвашсен наципе культура центрӗн ертӳҫи пулма явапларӑмӑр. Тепӗр тесен ӑсӗпе, пултарулӑхӗпе, малашлӑха тавҫӑрса тӑрассипе вӑл хӑй 10 ҫынна тӑратчӗ пуль. Аса та ҫавӑн пек кӗрсе юлчӗ: "Нихӑҫан та ан ватӑлӑр!" – тесе.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев