Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ачана персе ӳкернӗ те тарнӑ

Ҫак ӗҫпе пухӑннӑ мӗн пур материала малалла пӑхса тухма часах Хусанти Приволжски районӗнчи следстви уйрӑмне ярӗҫ

  Хусанти полицейскисем электросамокатпа ачана пертерсе хӑварса вырӑнтан тарнӑ хӗре шыраса тупнӑ 

Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР ШӖМ пресс-службинче пӗлтернӗ.

Шӑматкун Ахунов урамӗнче электросамокатпа ярӑнакан хӗр икӗ ҫулхи ачана ҫаптарса хӑварнӑ та, вырӑнтан тарнӑ. Ача пуҫ миммине чӗтрентернӗ тата урине хуҫнӑ. 

Полици ӗҫченӗсем кӗске вӑхӑтра айӑплӑ ҫынна палӑртса тупнӑ та ӑна допрос тунӑ. 21 ҫулхи хӗр ӑнлантарнӑ тӑрӑх, пулса иртни хыҫҫӑн вӑл имӗш ҫаврӑнса пӑхнӑ та ӑча ура ҫине тӑнине курнӑ. Вӑл унпа йӑлтах йӗркеллӗ тесе шутланӑ та, вырӑнтан чарӑнмасӑрах кайнӑ.  

Ҫак ӗҫпе пухӑннӑ мӗн пур материала малалла пӑхса тухма часах Хусанти Приволжски районӗнчи следстви уйрӑмне ярӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев