Кӑҫалхи пилӗк уйăхра çул çинчи аварире тăватă ача вилнӗ
Çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанра çул-йӗр çинчи пулăмсенче 139 ача аманнă. Кун пирки «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире Патшалăх автоинспекцийӗн пуçлăх çумӗ Дамир Бикмухаметов пӗлтерчӗ. Юлашки пилӗк уйăхра çул çинчи аварире тăватă ача вилнӗ. Инспекци сотрудникӗ çуллахи каникул вăхăтӗнче уйрăмах тимлӗ пулмаллине аса илтерчӗ, ашшӗ-амăшӗсене ачисене çул çинче асăрхануллă пулмалли пирки асăрхаттарсах тăма ыйтрӗ.
Нет комментариев