«Ак Барс» хоккей командин тренерӗ ӗçрен каять
Çӗнӗ хыпарсем

«Ак Барс» хоккей командин тренерӗ ӗçрен каять

«Спорт-Экспресс» хаçат пӗлтернӗ тăрăх, Олег Знарок команда тулашри вăйăран таврăнсан клуба пăрахса каять.

Çак кăларăм хыпарӗпе, çак йышăну çинчен официаллă майпа ноябрӗн 23-мӗшӗнче «Ак Барс» Казахстанран «Барыспа» выляса таврăннă хыççăн пӗлтерӗç.

Хӗвелтухăç конференцийӗнче хальхи вăхăтра 32 вăйă хыççăн 32 очко пухнă «Ак Барс» саккăрмӗш вырăнта пырать. Юлашки ултă вăйăран пиллӗкӗшне Хусан команди выляса янă. Юлашки тӗлпулура хусансене «Сибирь» команда 4:2 шутпа парăнтарнă.  
Салават Камалетдинов сăнӳкерчӗкӗсем, «Татар-информ».


Нет комментариев