Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫак килӗшӗве ҫирӗплетме республикӑсен ертӳҫисем тӗлпулма пултараҫҫӗ

Сентябрьте Олег Николаева та Рустам Минниханова та халӑх суйларӗ. Анчах Чӑваш Енпе Тутарстан ертӳҫисем тӗлпулма васкамаҫҫӗ-ха. Тен ҫак сӑлтав пуҫлӑхсен ӗҫлӗ тӗлпулӑвне ҫывӑхлатӗ?

 Чӑваш Республикипе Тутарстан хушшинчи чикӗсене палӑртас тӗлӗшӗпе ЧР Строительство министерствинче канашлу иртнӗ. Унта Кадастр палати, Росеестр ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. 

Ку ыйтупа Чӑваш Ен Минстройӗ пӗрре кӑна канашлу ирттермен, ҫав шутра Тутарстан Республикин представителӗсемпе те. Тӗлпулусенче хушӑри чикке палӑртас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. 2019 ҫулта Чӑваш Ен Строительство министерстви чикке паллӑ туса ҫӗр устройствипе пӗтӗм кирлӗ документацие хатӗрлесе  ҫитернӗ. Хальхи вӑхӑтра чикӗ вырӑнне Куҫман пурлӑхӑн пӗрлехи патшалӑх реестрне кӗртес тесе сӗнӳсем хатӗрлесе ӗҫ вӗҫленсе пырать, тесе пӗлтерет cap.ru cайт.

Сак ыйтӑва тепӗр хут ӗҫлӗ ушкӑн ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаевна пӗрле пӑхса тухӗ. Чикӗ вырӑнне палӑртнӑ хыҫҫӑн субъектсен ертӳҫисем килӗшӗве ҫирӗплетӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев