Ҫакӑн пек ҫынсем ҫинче чӑваш тӗнчи тытӑнса тӑрать
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫакӑн пек ҫынсем ҫинче чӑваш тӗнчи тытӑнса тӑрать

Пушкăртстанри чăвашсен культурипе чĕлхине аталантарссишĕн ырми-канми тăрăшакан пултаруллă общество деятельне, Раççейри Журналистсен союзĕн пайташне, П.М. Миронов ячĕллĕ вырсарни шкулĕн директорне Иван Григорьевич Тарасова чӑваш тӗнчинче пĕлмен ҫын та çук пулĕ

Вăл - Пушкăртстан Республикинче пурăнакан чăвашсемшĕн те, ун тулашĕнчисемшĕн те çывăх тус, шанчăклă юлташ, пур чăвашсене те пĕр тĕвве пухаканĕ, чăваш чĕлхине халăх хушшинче сарассишĕн, унăн сумне-хисепне ÿстерессишĕн тăрăшаканĕ. 

И.Г. Тарасов – çĕршер документлă фильм авторĕ. Вăл тăрăшнипе эпир пултаруллă чăваш ывăлĕ-хĕрĕ çинчен хывнă фильмсем пăхса хамăр историе тарăнрах пĕлетпĕр, пултаруллă мăн асаттесемпе тата та ытларах мăнаçланатпăр. Иван Григорьевич чăвашлăхшăн тунă ĕçсене нимле виçепе те виçме май çук.

 

 


Нет комментариев