Аксу районӗн хаçачӗ паян 95 çул тултарчӗ
Аксу районӗн «Сельская новь» (чăвашли «Ял пурнăçӗ», тутарли «Авыл таннары») хаçачӗ паян 95 çулхи юбилейне паллă тăвать. 1930 çулхи октябрӗн 30-мӗшӗнче «Колхоз хаçачӗ» ятпа пуçласа кун çути курнă вăл.
Шанатăр-и, çук-и – Аксу районӗн хаçачӗ малтан чăвашла кăна тухса тăнă. Çакă районта пурăнакан чăвашсен йышӗ ытти халăхсеннинчен ытларах пулнипе те çыхăннă-тăр. Район хаçачӗн вырăсла тата тутарла версийӗсем каярах йӗркеленсе кайнă.
Акă ӗнтӗ 95 çул хушши Аксу хаçачӗ вулакансене районта пулса иртекен пӗлтерӗшлӗ хыпарсене оперативлă пӗлтерсе тăрать. Ӗлӗкхипе танлаштарсан редакцире ӗçлекенсен йышӗ палăрмаллах пӗчӗк пулсан та пуç усмаççӗ хаçатçăсем – саманапа пӗр тан утаççӗ, кашни пулăмпа хыпара вулакансем патне вăхăтлă çитереççӗ. Виçӗ чӗлхепе – вырăсла, тутарла тата чăвашла – тухса тăракан хаçат редакцине акă ӗнтӗ темиçе çул кунта вăхăт çул тăрăшакан Людмила Викторовна Жаренова ертсе пырать. Тӗп редактор çумӗ Зинаида Леонтьева та кунта нумай çул ӗçлет. Екатерина Молоствова çамрăк корреспондент-ха, вăл та ăсталăхӗпе опытлисенчен кая мар. Журналистсем вырăсла çырнă материалсене чăвашла Анжела Яругина, тутарла Резимя Мардеева куçараççӗ. Верстка операторӗ Дарья Егорова декрет отпускӗнче пулнăран вырăсла хаçата Анастасия Молоствова калăплать, чăвашлипе тутарлине – Рузалия Хайруллина. Анастасия Молоствова хаçатăн сайтне ертсе пырать, Ирина Гордеева материалсене социаллă сетьсенче вырнаçтарать. Тӗп бухгалтер – Наталья Макарова , реклама енӗпе специалист – Елена Данилова, водитель – Николай Безруков, редакци пӳлӗмӗсене тирпейре тытакан – Галина Цветкова. Вӗсем пурте район хаçачӗн ăнăçлăхӗшӗн ӗçлеççӗ.

Хаçатра маларах ӗçленисене те яланах асра тытаççӗ паян Аксу районӗн хаçатӗнче тăрăшакансем. Акă мӗн çырнă «Сельская новь» хаçатăн сайтӗнче:
«Сегодня добрыми словами вспоминаем наших ветеранов, которые трудились в газете в разные годы на разных должностях. Это – Александр Заварихин, Ольга Атряскина, Валентина Филиппова, Гайша Минхаирова, Николай Муравьев, Таскира Айсамова, Галина Михайлова, Разия Мустафина, Юлия Громова, Александра Кулькова, Зоя Саврукова, Зоя Крайнова, Татьяна Тимкина, Ирина Крюкова.
С честью и благодарностью вспоминаем тех, кого мы потеряли в расцвете творческих сил – Сергея Кузьмина, Александра Трофимова, Евгения Крайнова, Розу Хабибуллину и Фахертдина Шаязданова. Их талант и преданность навсегда останутся в памяти всех, кто знал их лично и ценил их вклад в общее дело. На днях скоропостижно скончалась ветеран редакции Гузель Мингатина, чей многолетний труд был посвящен развитию газеты. Мы скорбим вместе с ее близкими».
Эпир, суаврçăсем, Аксу район хаçачӗпе питӗ туслă ӗçлетпӗр. Кирлӗ чух яланах пӗр-пӗрне пулăшма тăрăшатпăр. Малашне те çапла алла-аллăн утасчӗ пӗр-пӗрне тӗрев парса.
Хисеплӗ ӗçтешсем – Аксу районӗнче тухса тăракан «Сельская новь», «Ял пурнăçӗ» тата «Авыл таннары» хаçатсен ӗçченӗсем! Сире хăвăр калăплакан пичет кăларăмӗ 95 çул тултарнă ятпа чӗререн саламлатпăр! Творчествăра малашне те пысăк çитӗнӳсем тума сунатпăр, вулакансен шучӗ куллен ӳссе пытăр. Пурне те çирӗп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр!
Сăнӳкерчӗк «Сельская новь» хаçатăн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев