Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу районӗнче авалхи йăласене манмаççӗ

Сабантуя хатӗрленсе июнӗн 2-3-мӗшӗсенче Аксу районӗнчи Кивӗ Ипрел ялӗнче авалхи йăлапа «Сӗрен» ирттернӗ.

Çапларах ятпа тутарсем Сабантуй валли парне пухас йăлана калаççӗ. Паллă ӗнтӗ, çак ӗçе ялсенче ака уявӗ пуçланас умӗн пӗр эрне юлсан пуçăнаççӗ. 
Каччăсем чи лайăх утсене кӳлсе юрла-юрла урамсем тăрăх иртеççӗ. Вӗсене ял çыннисем – кам ал шăлли, кам явлăк, кам пир татăкӗ – параççӗ.  
Пуçтарнă парнесене кайран Сабантуйра приз пек усă кураççӗ. 
Палăртса хăвармалла, парне пуçтарасси йăла кăна мар, хăйне евӗр юмлани те. Парне пуçтаракансем кӗнӗ килте çулталăк тăршшӗпе тăнăçлăх хуçаланать-мӗн. Сӗренре качча кайман хӗрсен хăйсен парнине памаллах, качча кайнисен – хăйсен ирӗкӗ. 
Лилия Баталина, «Ял пурнăçӗ». Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

1

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев