Чăвашсен пӗрремӗш халăх поэчӗ Николай Иванович Полоруссов-Шелепи çуралнăранпа 145 çул çитнине майăн 14-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Беловкăра та анлăн паллă турӗç. Поэтăн палăкӗ умӗнче тата ялти Культура çуртӗнче иртнӗ, икӗ сехет ытлана тăсăлнă мероприятие ял-йыш, кӳршӗ ялсенчен, ытти çӗртен килнӗ хăнасем, Шелепин тăванӗсем йышлăн пуçтарăннăччӗ.

«Николай Шелепи Çӗнӗ Ӳсел ялӗнче çуралнă», – тесе вулатпăр поэтăн биографийӗнче. Ку чăнах та çапла. «Апла пулсан мӗншӗн-ха ун юбилейне ялан Беловкăра ирттереççӗ?» – текен шухăш пырса кӗрет пуçа, çапла-и? Ку ыйтăва уçăмлатас тесе Беловка ялӗн старостипе Сергей Улановпа çыхăнтăм.
– Çӗнӗ Ӳсел чăвашӗсем иртнӗ ӗмӗрӗн 20-мӗш çулӗсенче хальхи Беловкăна куçса килнӗ. Шăп та лăп çав вăхăтра Шелепи уполномоченнăйсен хушшинче пулать. Чăнах та йывăр вăхăтсем пулнă ун чухне, пӗр пулăм хыççăн тепри иртсе пынă: 1905 çулхи революци, Пӗрремӗш тӗнче вăрçи, 1917 çулхи революци, граждан вăрçи, 1921 çулхи хăрушă выçлăх. Шелепин çемйинче çухату хыççăн çухату пулнă: ашшӗ, мăшăрӗ, каярах амăшӗ вилнӗ, кӗçӗн хӗрӗ çухалнă. Çав çухатусем, йывăрлăхсем ун сывлăхне хавшатнă пулсан та аллине усман поэт, малалла тапаланнă. Йăл илсе пыракан чăваш çырулăхӗнче çитӗнӳсем тума тытăннă, ачисене вӗренме пулăшнă. 1922 çулта Шелепи Ирина хӗрӗпе чăвашсен тӗп хулине тухса кайнă. Вăл вăхăт шăп кăна чăвашсем Çӗнӗ Ӳселтен çак, хальхи вырăна куçма тытăннă вăхăт пулнă. Халăха çурт лартмалли вырăнсем уйăрса панă. Шелепи вырăнӗ Сӗнче хӗрринче, хальхи Уланов Вовасен çурчӗ çумӗнче пулнă, – тесе каласа пачӗ Сергей Васильевич.
Эппин, хăй вăхăтӗнче Çӗнӗ Ӳсел чăвашӗсем пурте кунта пурăнма куçнă-тăк, Беловкăна Николай Шелепин тăван ялӗ тесе калани йăнăш пулмӗ. Мӗншӗн тесен Çӗнӗ Ӳселӗнче халӗ тутарсем кăна пурăнаççӗ. Çапах та çав ялта çуралса ӳснӗ паллă тутар поэчӗн, журналисчӗн Газиз Кашаповăн музейӗнче Николай Шелепин кӗтесӗ те пур. Эппин поэтăмăра çут тӗнчене килнӗ ялӗнче те манмаççӗ.

Шелепин тăванӗсем вара Беловкăра тӗпленнӗ. Ялта поэтăн палăкӗ пур, пӗр урама та Шелепи ятне панă беловкăсем. Ентешӗпе питӗ мăнаçланаççӗ кунта, сума сăваççӗ. Полоруссовсенчен тухнисем юбилей мероприятине йышлăн килни Шелепин йăх-несӗлӗ çирӗппине тепӗр хут кăтартса пачӗ. Беловкăри юбилейлă мероприятире Николай Шелепин тăванӗсене – Нина Владимировна Кожемановăна (Тутарстанри паллă чăваш этно-джаз юрăçин, «Шану» ушкăнăн ертӳçин Вера Кожеманован амăшӗ. – Ред.), Вера Николаевна Шароновăна, Василий Степанович Григорьева, Мария Степановна Савельевăна, Людмила Михайловнăпа Андрей Петрович Литтасене тата ыттисене те курма пулчӗ.

Мероприятие Беловкăри пуçламăш шкулăн пултаруллă вӗрентекенӗсем Татьяна Бульбовăпа Елена Кожеманова питӗ килӗшӳллӗн ертсе пычӗç: ентеш-поэтăн пурнăçӗпе паллаштарчӗç, пултарулăхӗнчи пӗлтерӗшлӗ самантсем çинче уйрăммăн чарăнса тăчӗç.

Мероприятие Аксу районӗн администрацийӗн культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Наталья Геннадьевна Куштукова килнӗччӗ. Вăл пухăннисене ентешӗмӗрӗн юбилейӗпе саламласа тăван чӗлхене пӗлни, ăна аталантарса упраса хăварасси пиртен кашнин тивӗçӗ пулнине каларӗ. Николай Шелепин астăвăмне тăван ялӗнче упранăшăн, çакăн пек паха мероприяти хатӗрлесе ирттернӗшӗн ял-йыша тав турӗ.

Шелепин хайлавӗсене вулакансем те йышлă пулчӗç – Сергей Уланов «Çул курки», Андрей Литта «Ваçанкка», Евгения Кожеманова «Тума пулнă – тăвăпăр» сăввисене каларӗç. Кивӗ Тимушкел шкулӗнче вӗренекен Беловка ачисем Н.Шелепин «Пыл хурчӗсем» сăввипе Г.Лисков композитор кӗвӗленӗ юрра юрларӗç, «Амăш пилӗ» сценка лартрӗç. Тамара Андреевăпа Евгения Кожеманова, ачасен «Çăлкуç» ушкăнӗ юрăсем юрласа пачӗç. Шелепин тăванӗсенчен кашниех сăмах каларӗ, унпа мăнаçланнине пӗлтерчӗ.
Беловка ялӗнче пурăнакансен сăнӳкерчӗкӗсем.
Нет комментариев