Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АКСУРА ХӖРАРĂМ МУНЧАРА ÇУНСА КАЙНĂ

Ирпе ирех хӗрарăм мунча кӗнӗ-ши, мӗншӗн тухса ӗлкӗреймен? Çакна пӗлес шутпа ял çыннисемпе телефонпа çыхăнтăмăр. Вӗсем каланă тăрăх, трагеди пӗрре те кӗтменлӗх пулман иккен кунта...

Çак кунсенче Аксу районӗнчи чăваш ялӗнче Кӗçӗн Акташра пысăк трагеди пулнине хыпарлать ТР МЧС пресс-служби. Январӗн 9-мӗшӗнче ирхине 6.10 сехетре ял çыннисем экстреннăй службăсен телефонӗ çине шăнкăравласа ялта мунча çуннине хыпарланă иккен. Çăлавçăсем хăйсене нумай кӗттермен, пушара сӳнтерме вӗсене 10 минут та çитнӗ. Шел те, 50-ри хӗрарăма çăлса хăварайман вӗсем, кил хуçи çунса вилнӗ... 

Ирпе ирех хӗрарăм мунча кӗнӗ-ши, мӗншӗн тухса ӗлкӗреймен? Çакна пӗлес шутпа ял çыннисемпе телефонпа çыхăнтăмăр. Вӗсем каланă тăрăх, трагеди пӗрре те кӗтменлӗх пулман иккен кунта. Елена (çунса вилнӗ хӗрарăм шăпах çакăн ятлă пулнă) çурчӗ пур çӗртех темшӗн мунчара пурăннă. Çынсемпе питех хутшăнман, тумӗ те хăйне евӗрлӗ пулнă имӗш. Вăл мунчара пурăннине те пурте пӗлнӗ ялта. Кӳршисем Елена пурнăçа ырăпа вӗçлемессине сиснӗ пекех, вырăнти ял хутлăхне пӗрре мар пӗлтернӗ. Анчах яланхи пекех, вырăнти власть вăхăтра мерăсем йышăнман курăнать. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, мунчара тухнă пушарăн сăлтавӗ – юсавсăр кăмака. Ирӗксӗрех çакăн пек ыйту çуралать – пушар надзорӗ ăçта пăхнă? Хутса ăшăтмалли сезонра вӗсем çуллен профилактика мероприятине ирттереççӗ вӗт. Нивушлӗ мунчара пурăнакан патне çитмен вӗсем? Халь тин айăплине шыранин усси çук-тăр, мӗн пуласси пулнă. Кун пеккине малашне инкек патне çитерес марччӗ. Сăмах май, çӗнӗ çул пуçланнăранпа  республикăра пурӗ 75 пушар тухнă, вӗсенче 3 çын çунса вилнӗ. Вут-кăварпа асăрхануллăрах пуласчӗ, юлташсем!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев