Аксура Уяв июлӗн 10-мӗшӗнче пулать
Çӗнӗ хыпарсем

Аксура Уяв июлӗн 10-мӗшӗнче пулать

Регионсенчи тата районсенчи фольклор ансамблӗсем ӗнтӗ заявкăсем ярса пара пуçланă.

Аксура июлӗн 10-мӗшӗнче Уява килме хăраса тăракансем «Отменят тумаççӗ-и?» тесе нумай ыйту пара пуçларӗç.

Уçă сывлăшра массăллă мероприятисем ирттерме Тутарстанра юрать. Анчах та вӗсене йӗркелекенсем антиковидлă хăрушсăрлăх мелӗсемпе тивӗçтермелле. Çакăн çинчен журналистсемпе брифинг ирттернӗ чухне ТР Президенчӗн пресс-службин ертӳçи Лилия Галимова пӗлтернӗ.

«Пирӗн республикăра уçă сывлăшра уявсем тата ытти масăллă мероприятисем ирттерме юрать. Анчах та çакна санитарипе эпидемиологи требованийӗсене пăхăнса тумалла», – тесе палăртнă Галимова.

Вăл аса илтернӗ тăрăх, çӗршыври кашни регионăн вăл е ку чарусене кӗртме полномочисем пур, çакна субьектсем хăйсем патӗнчи эпидемиологи лару-тăрăвне кура тăваççӗ.


Нет комментариев