«Аксури «Пӗр тан майсен çуртне» çӳрекенсем усăллă хăнăхусене вӗренеççӗ
Проекта хутшăнакансем косметика процедурин сиплӗ вăйне хăйсем çинче туйса илчӗç Аксури «Нежность» социаллă тивӗçтерӗвӗн комплекслă центрӗнче хавшак сывлăхлă çынсене тӗрлӗ хăнăхусене вӗрентеççӗ. Ку хутӗнче Екатерина Васильева волонтер тата паллă косметика представителӗ «Пӗр тан майсен çуртӗнче» ирттернӗ занятире пит-куç гигиенин уйрăмлăхӗсем çинчен каласа пачӗ.
Мӗншӗн-ха косметика процедурисем çав тери кирлӗ? Арçын-и, хӗрупраç-и — сăн-пите тӗрӗс пăхни ӳт-тир сывлăхне сыхлама, хамăра ирӗклӗн туйма пулăшать, харпăр хамăрăн илеме палăртма май парать.
Екатерина Михайловна яш-кӗрӗме сăн-пите пăхни мӗнле усă пани пирки каласа пачӗ.
— Ӳт-тире лайăх пăхса тăрсан унăн пахалăхӗ лайăхланать, çакă пире сывлăхлă сăн-сăпат парнелет. Хамăра хамăр пăхса эпир кашниех тимлӗх илме тивӗçлине кăтартатпăр, çакă пире психологи тӗлӗшӗнчен канлӗх кӳрет. Хамăра хамăр хисеплеме, хаклама пуçлатпăр. Пите пăхсах тăрсан тӗрлӗ шатра та тухмасть. Çавăн пекех релаксаци — пит-куçа кремсемпе, маскăсемпе пахалатни самантпа киленме май парать, — кăмăлтан ăнлантарчӗ Екатерина Михайловна.
Пирӗн «Пӗр тан майсен çурчӗ» проекта хутшăнакансем çак ырлăха пӗтӗмпех хăйсем çинче туйса илчӗç. Эпир ӳте тасатмалли тӗрӗс мелсене тепӗр хут аса илтӗмӗр, нӳретекен маскăсемпе усă курса ӳт сывлăхӗн вăрттăнлăхӗсене пӗлтӗмӗр. Кӗскен каласан, косметика процедурисен сиплӗ вăйне туйса илтӗмӗр.
Кашниех хăйшӗн тăрăшма, хăйӗн ӳтне пăхса пулăшма тивӗçлине асра тытмалла. Тӗрлӗ чир-чӗр пуррине пăхмасăр, хамăра хамăр пăхма пӗлни сывлăха çирӗплетме тата та пулăшать.
Ольга МАКАРОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев