Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Альбомра – Киремет, Пихампар, Вутăш, Вупăр, Пирӗшти...

Августăн 15-мӗшӗнче Хусанти «Татмедиа» çурчӗ çумӗнчи Фестиваль бульварӗнче К.Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа иртнӗ музыкăпа поэзи фестивалӗ шайӗнче «Интерпретация чувашской мифологии в музыке» литература семинарӗ те пулчӗ.

«Чăваш çамрăкӗсен регионсем хушшинчи форумӗ» пӗрлешӗвӗн ертӳçи, Çамрăксен ӗçӗсен федераллă агентствин (Росмолодежь) грантне çӗнсе илнӗ Юлия Еремеева ертсе пычӗ ăна. Грант укçипе «Çутçанталӑк (Мир). Чувашская мифология в музыке» альбом хатӗрлеççӗ иккен вӗсем.

– Альбом валли ку тема çăмăл мар, мӗншӗн тесен мифологи пирки юрласси йăлара мар. Ăна эпир асанне-кукамайсенчен нумай илтнӗ-ха, анчах юрра хывни пулман. Культурăна мӗн-тӗр çӗннине кӗртме майсем пур саманара тата халăх культуринче халап персонажӗсем çителӗклине кура ку ӗçе тума май пулчӗ. Мифологи ырăран кăна мар, усал сăнарсенчен те тăрсан та эпир ытларах ыррине илме тăрăшрăмăр, – терӗ альбомри юрăсен сăмахӗсене çырнă Алексей Александров фольклорист.

Кӗввисен авторӗ – «Ӗмӗт» этно-ушкăн ертӳçи Анжелика Еремеева. Грант условийӗпе альбомра 5 юрă кăна пулмаллине пăхмасăр, авторсем ахăртнех чăваш йăлине тӗпе хурса, çӗнӗ альбома чăваш мифологийӗпе çыхăнтарса 7 юрă таранах кӗртнӗ. Вӗсем тӗнче мӗнле пулса кайнипе, Киремет, Пихампар, Вутăш, Вупăр, Пирӗшти сăнарӗсемпе çыхăннă. Альбом хальлӗхе хатӗр мар-ха, куракансемпе итлекенсем эпир унпа 2026 çулта паллашăпăр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Гранты