Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Александр Шуркина халалланă турнир 21-мӗш хут иртрӗ

Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче хамăр ентеше, 1999 çулта тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçе пурнăçланă чух Чечня çӗрӗнче пуç хунă Александр Шуркина халалланă ирӗклӗ кӗрешӳ турнирӗ иртрӗ. Йăлана кӗнӗ турнир кăçал 21-мӗш хут пулчӗ.

Ăмăртăва хутшăнакансене Çӗпрел район администрацийӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Айрат Залялов саламларӗ. Вăл Александр Шуркинăн амăшне Елена Ивановнăна асăнмалăх парне пачӗ. Елена Ивановна та сăмах каларӗ, турнира йӗркелесе ирттерекенсене чӗререн тав турӗ. Çавăн пекех Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков, район администрацийӗнчи çамрăксен ӗçӗсен, спорт тата туризм уйрăмӗн пуçлăхӗ Руслан Вильданов, Çӗпрел районӗнчи Çапăçусене хутшăннă ветерансен канашӗн председателӗ Виктор Петухов сăмах каларӗç. Унтан пурте пӗр минут шăп тăрса А.Шуркина асăнчӗç те ăмăрту пуçланчӗ. Районти Çӗнӗ Йӗлмел, Алешкин Саплăк, Кӗçӗн Чăнлă, Матак ялӗсенчен, Теччӗ хулинчен килнӗ çамрăк кӗрешӳçӗсем икӗ ӳсӗм ушкăнӗнче тата харпăр хăйшӗн вăй виçрӗç. Турнирта медальсен 9 комплектне вылянтарчӗç.

Геннадий КАРСАКОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Турнир Дрожжаное