Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинче Ял кунӗ иртрӗ

Чӑваш Майна ялӗ 2026 августăн 8-мӗшӗнче Ял кунне паллӑ турӗ. Кунта пурӑнакансемпе хӑнасем тӑван тӑрӑхӑн йӑли-йӗркине чыслама, ӑна чунтан юратнине пӗлтерме пуçтарӑнчӗç.

Чувашская Майна День села

Уйрӑмах ӗç ветеранӗсене, юбилей паллӑ тӑвакансене, нумай çул пурӑнакансене, вырӑнти шкултан вӗренсе тухнисене, çамрӑк çемьесене, ялти пурнӑçа çутӑрах та интереслӗрех тӑвакан ​​хастар çынсене чысларӗç. Ятарлӑ çар операцине хутшăнакан ял çыннисене те тав турӗç.

Уяв программинчи концерта Алексеевски, Аксу, Чистай, Çӗнӗ Шуçӑм районӗсен пултаруллӑ артисчӗсем хутшӑнчӗç, халăха хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарчӗç.

Йӑлана кӗнӗ халӑх вӑййисем те пулчӗç уявра. Сӑмахран, наци кӗрешӗвӗ. Хутшăнакансем те, куракансем те йышлăччӗ. Ачасем валли те, çитӗннисем валли те савӑнӑçлӑ площадка йӗркеленӗ. Ярмӑрккӑра хӑнасем алӑ ӗçӗсем туянма, тутлӑ апат-çимӗçе тутанса пӑхма пултарчӗç.

Чувашская Майна День села

Уяв каçхине Шупашкартан килнӗ чӑваш эстрада артисчӗсем – Алина Михайлова, Лариса Пасхина тата Виктор Горелов – хутшӑннипе иртнӗ дискотекӑпа вӗçленчӗ. Артистсем чăвашмайнисене савăнтармаллипех савăнтарчӗç.

Çак уява ирттерме ял çыннисем хӑйсем спонсорла пулӑшу пачӗç. Вӗсем тăрăшнипе мероприяти çивӗч те анлӑ, чун-чӗререн иртрӗ.

Ял кунне çапла кăмăллă ирттерни Чăваш Майнинче пурăнакансене тăван тăрăха юратма, унпа мăнаçланма, ялшăн тата та ытларах тăрăшма хавхалантарчӗ.

Генадий ФЕДОРОВ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День села