Алексей Шадриков эстрада карьерине вӗҫлет
Çӗнӗ хыпарсем

Алексей Шадриков эстрада карьерине вӗҫлет

Ҫӗнӗ ӗҫре ҫӗнӗ йӗрке, юрлама юрамасть пулмалла

Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Алексей Шадриков хӑйӗн концерт карьерине вӗҫлесси ҫинчен Инстаграмри страницинче пӗлтерет.
"Урӑх сферӑна ӗҫлеме куҫатӑп. Хамӑн куракансене тата пултарулӑха кӑмӑллакансене 23 ҫул хушши мана хисепленӗшӗн тав тӑватӑп, – тесе ҫырнӑ эстрада ҫӑлтӑрӗ, – юрӑҫсене те пӗрле ӗҫленӗшӗн тавтапуҫ".
Хӑҫан куҫать-ши Шадриков урӑх ӗҫе? Мекен апрелӗн 11-мӗшӗ хыҫҫӑн-тӑр. Мӗншӗн тесен апрелӗн 10-мӗшӗнче унӑн концерчӗ Нурлатра пулать, апрелӗн 11-мӗшӗнче Аксура.

Ҫӗнӗ ӗҫре ҫӗнӗ йӗрке, юрлама юрамасть пулмалла


Комментарии

  • аватар

    Без имени

    0

    1

    1 апреля - День смеха))

    • аватар

      Без имени

      0

      0

      1мӗш апрель кунӗпе шӳтлерӗ Алексей