Алина Загитован шкулĕ çитес çул уçăлать
2026 çулта Хусанта Олимп чемпионкин Алина Загитован конькипе эрешлесе ярăнма вĕрентекен центр уçăлнине ТР спорт министрӗ Владимир Леонов пӗлтернĕ.
«Эпир финалта, проект хатĕрпе пӗрех. Конькипе эрешлесе ярăнма вӗрентекен центр çумĕнче е академи, е шкул ĕçлеме пуçлать. Мӗнле формата ĕçлемеллине, мӗнле контент суйламаллине, тренерсене Алина Загитова хăй суйлать. Вăл ăна генеральнăй менеджер пекех ертсе пырӗ. Эпĕ шутланă тăрăх, проекта пĕр çул хушшинче пурнăçа кӗртӗпӗр. Планра – çитес çул центра уçасси», – тенĕ Владимир Леонов.
ТР спорт министрĕ объектăн лаптăкĕ 6 пин квадратлă метр пулнине те пӗлтернӗ. Проекта пурнăçа кӗртесси çак кунсенче пуçланать. Алина Загитова шкулне Хусанта, Портовая урамĕнче вырнаçать.
«Татар-инфом» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев